АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста

28 июня 2008 г.

 

Районти кашни хуçалăхрах пултаруллă, хăйсен ĕçне пĕлсе тăвакан выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем пур. Ахальтен мар ĕнтĕ ку отрасльпе эпир республика ша-йĕнче те малта пыратпăр. Уйрăмах ку енĕпе районта “Рассвет” ял хуçалăх кооперативĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул кунти фермăра ĕçлекенсем усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 169 центнер (районти вăтам кăтартуран 3 хут нумайрах) аш-какай, 670 центнер (2 хута яхăн нумайрах) сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен сĕт сăвас енĕпе пĕрремĕш кăтарту — 6673 килограмм. Çак кăтартусем, паллах, çамрăк выльăха тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтермесĕр, пĕчĕклех лайăх пăхмасăр пулмаççĕ. Ку енĕпе “Рассвет” хуçалăхра 1992 çултанпа Елена Кирилловна Крылова тăрăшать. 16 çулта вăл çĕршер пăру пă-хса çитĕнтернĕ. Ĕçĕ çăмăл мар, яваплă та. Мĕншĕн тесен, çулталăка çитмен пăрусене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Çак вăхăтра мĕнле пăхнинчен выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ нумай килет. Елена Кирилловнан пултарулăхне унăн ĕçри кăтартă-вĕсем те çирĕплетеççĕ. Юлашки çулсенче пĕр сиктермесĕр вăл районти пăру пăхакансем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухать. Акă, иртнĕ çул вăл пурĕ 64 пăру пăхнă, вĕсем кашниех талăксерен 919-шар грамм ÿт хушса пынă. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та вăл çитĕнтерекен пăрусен ÿт хушаслăхĕ лайăх. Выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи вăхăтра пă-

хса ÿстернĕ тапхăрта вăл 55 пуç пăру çитĕнтернĕ, вĕсем талăксерен 945-шер грамм ÿт хушса пынă. Елена Кирилловна тăрăшуллă ĕçшĕн кăçалхи Акатуйра парнене тивĕçрĕ. Ун пек наградăсем татах та пур. Акă, 2003 çулта Елена Кирилловна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк тухăçлăхпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă.

Кăçал вара татах та пысăкрах награда — “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. Çакă вăл тăрăшуллă, хăй ĕçне юратса, пĕлсе тунине туллин çирĕплетет. Выльăхсене юратмасăр çитĕнÿ тăваймăн. Коллективра та хисеплеççĕ ăна. Елена Кирилловнăна пысăк награда хавхалантарсах пырать. Вăл малашне те кăтартуллă çитĕнÿсемпе ĕçлесси иккĕлентермест.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика