21 июня 2008 г.
Чăваш Республикинче февралĕн 28-мĕшĕнче «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланнăччĕ. Вăл кăçалхипе вунвиççĕмĕш хут иртрĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче сăваплă мероприятисем республикăра нумай пулнă, ырă кăмăллă çынсен ячĕпе Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче пĕтĕмлетÿ иртнĕ.
Унта пухăннă патшалăхăн яваплă вырăнĕсенче ĕçлекен çынсене, район-хула пуçлă-хĕсене, хуçалăх ертÿçисене, бизнес представителĕсене, ырă ĕçсемпе палăрнă ытти çынсене чи малтанах Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, марафона хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ комитетăн çум председателĕ К.Косачев ăшшăн саламланă. Вăл Раççейри çынсен йышĕ сахалланнине палăртнă. “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ йĕркелени çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнине тĕслĕхсемпе çи-рĕплетнĕ. Çавăн пекех ачалăха, амăшлăха, çемье политикине хÿтĕлес енĕпе Чăваш Енре туса ирттерекен ытти мероприяти, К.Косачев шухăшĕпе, патшалăх пĕлтерĕшлĕ витĕмлĕ нацисене упраса хăварас тĕллевпе аталанма витĕм кÿреççĕ. Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Республикин уйрăмĕн правленийĕн хисеплĕ председателĕ, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ В.Иванова палăртнă тăрăх, 20 çул тултарнă организаци кăçал чăннипех пысăк çитĕнÿ тунă. Ачасене хÿтĕлес ырă ĕçсем тата нумайрах пулассине пĕлтерет çакă. Унта вара йĕркелÿ комитечĕн çум председателĕсен тÿпи çав тери пысăк. Çак шухăшсене пĕлтернĕ Валентина Андреевна. Ырă ĕçсем тăвакансене хавхалантармалли парне те пур Чăваш Республикинче. Ку вăл – “Ачалăх рыцарĕ” орден. 2003 çулта ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров илме тивĕç пулнă. Кăçал çак наградăна К.Косачев тивĕçнĕ. “Ăна ачасем ăсталанă”, – палăртнă В.Иванова.
Ырă кăмăллăх ĕçне çулленех хастар хутшăнакансене марафон пĕтĕмлетĕвĕнче “Ачалăх меценачĕ” Хисеп паллипе наградăланă. Вĕсен йышĕнче Перекет банкĕн республикăри филиалĕ, ЧР Шалти ĕçсен министерстви, медицина учрежденийĕсем, ЧР Президенчĕн Администрацийĕ, ĕçпе тивĕçтерекен служба тата нумай организацисемпе предприятисем, учрежденисем, тĕрлĕ енлĕ йĕркелÿсем.
Марафон укçи-тенки ачасен сывлăхне сиплеме, социаллă учрежденисен никĕсне çирĕплетме, çамрăк талантсене фонд стипендийĕпе хавхалантарма, хÿтлĕхсĕр çамрăксене чун ăшши парнеленĕ çĕре кайĕ.
Источник: "Каçал Ен"