АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра кăмăл туличчен савăнĕç

21 июня 2008 г.

 

Июнĕн 24-мĕшĕнче – Республика кунĕ. Уяв Шупашкарта, Муркаш тата Йĕпреç районĕсенче иртет. Программа пуян. Мероприятисем июнĕн 18-мĕшĕнчех пуçланнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри “Раççей юррисем” фестиваль-марафона савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Чăваш Республикин арçынсем хушшинче пляж волейболĕ енĕпе иртекен чемпионат пуçланнă.

Муркаш районĕнче июнĕн 19-мĕшĕнче “Сывлăх” физкультурăпа спорт комплексне, “Атăл” М-7 - Вăрăмой - Иштереккасси - Вускасси автоçула уçнă. Шупашкарта “Раççей инновацийĕсене – Раççей капиталĕ” Раççей ăслăлăхпа инноваци форумĕ ĕçлеме пуçланă. Июнĕн 20-мĕшĕнче “Çамрăксем тата био-наноиндустри” темăпа регионсем хушшинче ирттерекен семинар-çавра сĕтел ĕçленĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче “Чăваш Ене йыхравлани” халăх ÿнер промыслипе ремеслин ĕçĕсен тематикăлла выставка- ярмăркки, “Управлени. Экономика. Аталану” экономика форумĕ хăйсен ĕçĕсене тытăннă. Июнĕн 20-мĕшĕнче “Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси” регионсем хушшинчи выставка, июнĕн 21-мĕшĕнче йытăсен ăратне сертификацилекен Пĕтĕм Раççейри курав, Раççей промышленноç отраслĕсенчи спорт клубĕсен физкультурăпа спортăн 6-мĕш фестивалĕ пуçланнă. Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн парнисене çĕнсе илессишĕн «Раççей ăстисен» Пĕтĕм Раççейри 6 конкурсĕ, “Уçă саслă ачалăх” – ачасен юрă пултарулăхĕн республикăри фестиваль-конкурсĕн гала-концерчĕ. «Çак çĕр.... Манăн çĕршывăм!» Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекенсен, «Юратнă çĕр – Чăваш çĕршывĕ» Чăваш патшалăх академи симфони капеллин, «Çĕр çинче ырă ĕç тунипе палăр» Чăваш патшалăх культурăпа искусствисен институчĕн, Чăваш Республика культура училищин пултарулăх ушкăнĕсен, «Чăваш Ен уяв хăнисене кĕтсе илет» Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕсем пулĕç. Вĕсем Хĕрлĕ лапамра иртĕç. Унтах 18 сехетре «Раççейĕм, эс чĕрем те, юррăм та!», «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XVI фестивальне савăнăçлăн уçĕç.

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, уяв тĕрлĕ мероприятисемпе уйрăмах пуян пулĕ. 10 сехетрех спорт ăмăртăвĕсем (стритбаскет, кире пуканĕ йăтасси, канат туртасси, армреслинг, пляж волейболĕ, дартс, ухăран тĕл пересси, футбол) пуçланĕç. Ехрем купса бульварĕнче “Алăпа ăсталанă Раççей” декораци-прикладной тата сăнарлă искусство ĕçĕсен выставки ĕçлеме пуçлĕ. Культурăпа канăвăн тĕп паркĕнче, Лакрей вăрманĕнче, “Шупашкар” суту-илÿ çурчĕ

умĕнче, “Салют” Культура керменĕ умĕнчи вырăнта, Хĕрлĕ лапамра “Раççей çăлкуçĕсем» XVI фестивале хутшăнакансем уява килнисене юрă-ташăпа савăнтарĕç.

Уяв программисем, фестивальсем, концертсем çак кун йышлă пулĕç. Вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Хулан кашни кĕтесĕнчех мĕнле те пулин мероприяти иртĕ.

Муркаш тăрăхĕ те хăнасене кĕтсе илме тарават пулĕ. Кунта та уяв июнĕн 20-мĕшĕнчех пуçланнă. Июнĕн 23-мĕшĕнче Шетмĕпуçĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне, Кашмашри Культура çурчĕн никĕс культура учрежденине, Москакасси ялĕнче “Çеçпĕл” Шупашкарти предприяти” АХО производство комплексне, “Мăн Сĕнтĕр - Ильинка - Апчар» автомобиль çулне тата республика пĕлтерĕшлĕ «Атăл» М-7 - Мăн Сĕнтĕр - Шашкарвăрри пристанĕ автоçулăн юсаса çĕнетнĕ пайне уçĕç.

Июнĕн 24-мĕшĕнче хăнасем Муркаш салинче “Йăла-йĕркесен чĕрĕ çыхăнăвĕ” – çемье пултарулăхĕн, халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ енлĕ жанрлă ăстисен фестивальне, “Муркаш районĕ: иртни тата хальхи” сăн ÿкерчĕксен куравне, “Эрешсен çуттинчи тăван кĕвĕсем” тури чăвашсен тумтир залне, каратистсен кăтартуллă ăмăртăвĕсене çитсе курма пултарĕç. Вăйлисем “Сывлăх” физкультурăпа спорт комплексĕнче спорт ăмăртăвĕсене хутшăнĕç. Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартĕç. “Çăлтăрлă калейдоскоп” чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ кăмăла кайĕ.

Йĕпреç çĕрĕ çинче те кăсăклине чылай курма пулĕ. Июнĕн 23-мĕшĕнче Пучинке ялĕнчи “Камай уйĕнче. Пăлхар çĕрĕн историйĕ” – наци тĕррипе пир тĕртес ĕçĕн куравне, ача-пăча ушкăнĕсен концертне, “Отрадное” тулли мар яваплă обществăн юланутçисем ăсталăхне кăтартнине, “Камай уйĕн урхамахĕсем” ĕç лашисен XI уçă ăмăртăвне, Чăваш Республикинчи ял поселенийĕсен командисен II спартакиадине, “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн республикăри ăмăртăвне, “Раççей юррисем” Пĕтĕм Раççейри фестиваль-марафона, чи çăмăл авиацин кăтартуллă вĕçевне пăхма май килĕ.

Çак кунах «Энĕш» – Савкка – Çĕнĕ Кĕлĕмкасси автоçула, темиçе пăрăхлă шыв çулне, пурăнмалли 31 хваттерлĕ çурта, «Россельхозбанк» АУО Чăваш регион филиалĕн офисне, юсаса çĕнетнĕ хыççăн чукун çул станцине уçĕç.

Июнĕн 24-мĕшĕнче ирхине 9 сехетрех «Чи лайăх вăрман касакан-2008» республикăри професси ăсталăхĕн конкурсĕ пуçланĕ. «Йĕпреç çĕрĕ талантсемпе пуян» декораци-прикладной искусство ĕçĕсен выставкин суту-илĕвĕ, «Йĕпреç районĕ Чăваш Енĕн ÿпкипе чĕри» сăнÿкерчĕксен куравĕ хăйсем патне йыхравлĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕ, пляж волейболĕн тупăшăвĕ, “Улăп вăййисем” – пăхаттирсен вăййисем те пурин кăмăлне те каймалла. Концертсем, фестивальсем, конкурссем татах та пулĕç.

Шупашкарти, Йĕпреçри, Муркашри уявсем фейерверкпа вĕçленĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика