21 июня 2008 г.
Районта строительство ĕçĕсем япăх мар пыраççĕ. Çĕнĕ харпăрлăхра çурт-йĕр çĕкленет. Çурт çĕкленни çеç мар, хуçасем тĕрлĕ çĕртен техника туянса килеççĕ. Ăна вара кирлĕ органсенче регистрацилемесен, документсене йĕркелесе çитермен техникăн юсавлăхĕпе те иккĕленÿ пур. Тĕрĕслев витĕр тухман техникăпа, саккун тăрăх, ĕçлеме юрамасть. Çакна шута илсе ЧР Патшалăх техника надзорĕ тата республикăри шалти ĕçсен пайĕ июнĕн 25-мĕшĕнчен июлĕн 2-мĕшĕччен “Стройка” операци ирттерет. Унта вырăнти ĕçри хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инспекторсем те хутшăнаççĕ. Хальлĕхе вăхăт пур-ха. Çÿлерех асăннă кунсем çитиччен техникăна кирлĕ шая çитерсе регистрацилесчĕ. Кăлтăксем, çитменлĕхсем тупсан саккун вĕсенчен çирĕп ыйтĕ. Пирĕн административлă майпа явап тыттарма тивĕ. Эпир штрафсемпе хăратмастпăр. Çул çине, ĕç вырăнне юсавлă, пур енĕпе те ти-вĕçтерекен техника çеç тухтăрччĕ. Çакă хăвăршăн та, ытти транспорт хатĕрне тытса пыракансемшĕн те, пĕрле ĕçлекенсемшĕн те лайăх.
Источник: "Каçал Ен"