АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулла хĕрÿ ĕç вăхăчĕ

21 июня 2008 г.

 

Çу кунĕсенче ĕç нумай. Çавăнпа пирĕн пата килекенсен йышĕ те сахалланать. Иртнĕ çулхи июнĕн 1-мĕшĕпе танлаштарсан, кăçал 28 çынна вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă е ĕç шыракан тесе регистрациленĕ. Апла пулсан çынсене вăхăтлăха та пулин ĕçпе тивĕçтерме май пур.

Каникул вăхăтĕнче шкул ачисем те канма кăна мар, укçа ĕçлесе илме те пултараççĕ. Ĕç опычĕ, практика пĕлĕвĕ пухас тата укçаллă, хăй тĕллĕн яваплă пулас, çĕнĕ туссем тупас, çынсемпе ытларах паллашас текенсем распубликăри, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрсене пыраççĕ. Эпир те ку енĕпе ĕçлетпĕр. Çу кунĕсенче ял поселенийĕсемпе килĕшÿ тăватпăр. Ĕç паракан предприятисемпе 9 килĕшÿ тунă. Çавна май çул çитмен 203 çамрăка ĕç тупса панă.

Практика çакна çирĕплетет: ачасем вăхăтне ĕçре мĕн чухлĕ ытларах ирттереççĕ, право йĕркине çавăн чухлĕ сахалрах пăсаççĕ. Тепĕр тесен, çул çитмен чылай çамрăк укçа çитменнипе преступлени çулĕ çине тăрать те. Çакна шута илсе ĕçпе тивĕçтерекен службăра тÿлекен вăхăтлăх ĕçе йывăр лару-тăрăва лекнĕ, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссинче е подразделенисенче шутра тăракан çамрăк ăрăвăн представителĕсене чи малтан йышăнаççĕ.

Çамрăк ĕçченсем территорие тирпей-илем кĕртес тата ăна хăтлăрах тăвас, йывăç-тĕм лартас тата ÿсентăрана пăхса тăрас енĕпе йывăрах мар ĕçсене пурнăçлаççĕ. Çакă Республика кунĕ умĕн уйрăмах вырăнлă. Вĕсем çавăн пекех кĕнеке, сĕтел-пукан юсаççĕ, пулăшу тата курьер ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, шкул çумĕнчи лагерьсенче воспитатель пулăшуçисем тата вожатăйсем те пулма пултараççĕ.

Психологсем шутланă тăрăх, çулла ĕçленин лайăх енĕ чылай. Çул çитмен çамрăк хăй укçа ĕçлесе илме тытăнсан майĕпен унăн хакне ăнланма пуçлать. Хăй илес тенине тата илме пултарнине виçме пикенет. Кунсăр пуçне ĕç дисциплинăна хăнăхтарать. Ирех тăма, ĕçе вăхăтра килме тата веçех кирлĕ пек пурнăçлама тивет-çке. Социаллă опыт пухнин пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар - тĕрлĕ çынпа хутшăнни, социаллă нормăсене тата правилăсене пăхăнни – çаксем пĕтĕмпех ÿсекен ăрăвăн представителĕсене малашлăхри ĕç-хĕлре пулăшĕç.

Шел те, паянхи кун тĕлне ĕçлес текен ачасен шучĕ ĕç паракансем сĕнекен вырăнсенчен ытларах. Ĕç паракансем çак ыйтăва татса парасшăнах мар, мĕншĕн тесен ĕçлев çинчен калакан саккун çул çитмен ачасен сывлăхне упрас тĕлĕшле çирĕп ыйтать.

Çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарма пулăшнă ĕç паракансене те тав, ыттисене çитĕнекен ăрăва ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе тимлĕрех пулма тата пулăшма чĕнсе калас килет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика