18 июня 2008 г.
Кăçалхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче районти тĕп больницăна суранланнă çамрăк ача пынă. Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем тÿрех тĕрĕслев пуçланă. Çийĕнчех арçын ача пурăнакан кил-çурта пынă. Çĕçĕ тупнă. Ашшĕ-амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем хăйсен ачине сарай тăрринче çĕçĕпе курнă.
Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакă паллă пулнă: пĕр кун маларах арçын ача пиччĕшĕ çине çилленсе, хуралтă тăррине хăпарать. Ури шуса кайнине пула, ăнсăртран çĕçĕпе аманать.
Источник: "Каçал Ен"