18 июня 2008 г.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен ачаллă çемьесене паракан пособи виçи 10,5 процент ÿсет. Çие юлсанах хĕрарăмсен консультацине учета тăнă çамрăк амăшĕсене пĕр хут паракан укçа виçи 300 тенкĕрен 331,5 тенке çитет.
Ачана 1,5 çула çитиччен пăхнăшăн уйăхсерен тÿлекен пособи пĕрремĕш ачашăн иртнĕ çулсенче 1500 тенкĕ пулнă, халĕ 1658 тенкĕ пулать. Иккĕмĕш ачашăн 6000 тенкĕ вырăнне 6635 тенкĕ тÿлеççĕ. Ача çуралсан пĕр хут паракан пособи 8845 тенкĕ пулать.
Ĕçре сусăрланнисене тата профессиллĕ чирсемпе чирлекенсене тÿлекен укçа виçи те ÿсет. Çак виçе 51.800 тенкĕпе танлашĕ. Уйăхсерен паракан страховани тÿлевĕн чи пысăк виçи кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 39.840 тенке çитĕ. Унччен вăл 39.100 тенкĕпе танлашнă.
Источник: "Каçал Ен"