18 июня 2008 г.
Тин çеç районти ял хуçалăх предприятийĕсен хирĕсенче ака-суха ĕçĕсем пыратчĕç. Халĕ вара вĕсем ешĕл тумпа витĕннĕ. Мĕн акни-лартни шăтса тухнă, малалла аталанать. Пулас тухăç никĕсĕ мĕнлине пăхма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, сĕнÿ-канаш пама çулсеренех ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп агрономĕсем пĕрле хире тухаççĕ. Кăçал та пулчĕ ку мероприяти.
Пирĕн район республикăра чи малтан акана тухнă. Пуçтарăннисем пирваях «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕн хирĕсемпе паллашрĕç. Кунта лару-тăру çăмăлах пулман. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тăнă. Апла пулин те ĕçченсем лаптăксене акса-лартса хăварнă. Калчасем шăтса тухнă пулин те, çумкурăка хирĕç ĕçлемелли чылай-ха. Хуçалăхăн кĕрхи тулă уйĕ илемлĕн хумханса ларать. Виççĕмĕш çул усă куракан качака курăкĕ те çăра.
Ку хуçалăхран арендăна илнĕ çĕр çине «Комсомольские овощи» агрофирма ООО 5 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 10 гектар кишĕр акнă. Çанталăк типĕ тăнă вăхăтра вĕсене шăварса тăнă. Ку енĕпе агрофирмăна «Чувашмелиоводхоз» ФГУ управленийĕн филиалĕ пулăшу панă.
«Изамбаево» ял хуçалăх кооперативĕн кăçал акма вăрлăх та çитмен, удобренисем, тĕрлĕ им-çамсем пулман. Тракторсем пушă ларнă, унта ĕçлекен те çитмен. Юрать-ха спонсор тупăннă. Вăл пулăшнипе кунта хирсене шуратса хăварнă. Удобренипе те усă курнă, çумкурăксене хирĕç имçам сапнă. Дискатор, трактор туяннă. «Полесье» комбайн илме заказ панă. Хуçалăх 5—6 çул сухаламан çĕрсене те акса хăварнă.
«Алга» ял хуçалăх кооперативĕн хирĕсем те илемлĕн ешереççĕ. Калчасем мĕнле ÿснине пăхнă май ертÿçĕсемпе специалистсем кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕç. Унчченхи çулсенче пур хире те çĕртме туса, сухаласа хăварнă хыççăн çеç çур тыррисем акнă. Юлашки çулсенче вара дискаторпа ĕçлесе, сÿрелесе çеç акаççĕ. Кун пирки те агрономсемпе ертÿçĕсен тĕрлĕ шухăш пулчĕ. Пĕрисем çакă тăкака чакарать тесе палăртрĕç, теприсем сухалани çумкурăка хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Хирсене пăхсан, дискаторпа çеç ĕçленĕ пулсан та калчасем тикĕс те лайăх шăтса тухни курăнать.
«Сюрбеево» ОООра калчасен тымарĕсем аталанса çитичченех хире дисклă сÿре кĕртсе янă. Çавна пула ÿсентăрансене амантнă. Çакă уя пăхсанах курăнать, тикĕс мар шăтнă.
«Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн нумай çул ÿсекен курăкĕн тата урпан уйĕсем таса, тикĕс. Урпа акнă вырăнта икĕ çул харăсах çĕрулми çитĕнтернĕ пулнă. Малтан нумай тислĕк тăкнине пула «иккĕмĕш çăкăр» пĕлтĕр кашни гектартан 300 центнер тухăç панă. «Эльф» сортлă урпа уйне районта чи лайăххисенчен пĕри тесе хакларĕç.
«Труд» хуçалăх территорине кĕрсен «ирен» сортлă çурхи тулă уйĕнче чарăнчĕç. Ку сорт пысăк тухăçах памасть. Анчах та клейковина шайĕ 28 процентпа танлашать. Калчасем аван шăтса тухнă, çумкурăкран имçам сапнă. Выльăх кăшманне алăпа çумланă. Ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Хуçалăхăн качака курăкĕ те лайăх çитĕннĕ, ăна çулма пуçланă.
«Луч» хуçалăхăн хирĕсем те таса, тикĕс. Илемлĕн ешерсе кăмăла çĕклеççĕ, çанталăк условийĕсем пулсан пысăк тухăç пама шантараççĕ. Кооперативра çĕрулми йăранĕсене кăпкалатнă, гербицидсем сапнă.
«Урожай» колхоз — районта уй-хир культурисем туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кунта таса пусă çине çулсеренех тимлĕх уйăраççĕ. Çакă çумкурăка хирĕç кĕрешес енĕпе пысăк пулăшу кÿрет. Выльăхсем валли пăрçа, урпа, тулă хутăшĕ акнă. Хуçалăхри ытти культурăсем те аван.
«Победа» ял хуçалăх кооперативĕ кăçал çĕрулми кăлармалли комбайн туянасшăн. Ку хуçалăх та калчасем аван çитĕнччĕр тесе çине тăрса ĕçленĕ. Удобрени хывнă, имçамсем сапнă.
Пĕтĕмĕшле илсен мĕн каламалла-ха; Кăçал районти хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра туса ирттернĕ. Анчах та ака хыççăн чылай вăхăт шăрăх тăчĕ. Çумăрсем пуçлансан çанталăк сивĕтрĕ. Апла пулин те мĕн акни-лартни япăх мар шăтса тухнă. Хăш-пĕр хуçалăхсенче çеç халь-халь тухас калчасем курăнкалаççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх уй-хир кăçал та япăх мар тухăçпа савăнтармалла. Çакна калчасен ÿсĕмĕ кăтартать. Çанталăк çеç патăрччĕ.
Канашлура та çак шухăшсемех палăрчĕç. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, тĕп агрономĕ И.Х.
Минетуллин калчасемпе вăхăтра ĕçлемеллине палăртрĕç. Халĕ çумкурăксене, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешмелле. Çак ĕçсене пахалăхлă пурнăçланинчен тухăç нумай килет. Качака курăкĕ çулмалăх çитĕннĕ. Çак кун çанталăк пĕлĕтлĕ тăчĕ, çумăрĕ те çурĕ. Çавăнпа та хирсенче техника ĕçлеймерĕ. Анчах пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Хуçалăхсем çак енĕпе малалла тăрăшасшăн. Пуçтарăннисен умĕнче «Агроинноваци» ООО директорĕ Н.И.Васильев тухса калаçрĕ. Вăл выльăхсем валли пахалăхлă апат хатĕрлес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Шел пулин те, хальлĕхе хуçалăхсенчи апат пахалăхĕ кирлĕ шая тивĕçтермест-ха. Çавăнпа та вăл енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.
Источник: "Каçал Ен"