11 июня 2008 г.
Çынсене çеç мар, вăрманти кайăк-кĕшĕке, тискер кайăка та шута илеççĕ. Хăшпĕр чĕрчунсен йышĕ ÿсни палăрать. Уйрăмах пакшасем енчен çакна палăртма кăмăллă. Пĕлтĕр вĕсен йышĕ 4960 пуç пулнă пулсан, кăçала 8279 пуçа çитнĕ. Уйрăм чĕрчунсем енчен илсен сăсар 2004 çулхи 678 пуç вырăнне кăçал 1116 пуç, тилĕ 1314 пуçран 1896 пуçа, пăши 426 пуçран 639 пуçа çитнĕ. Уйрăмах хир сыснисем йышланнă. 4 çул каялла вĕсене 306 пуç çеç асăрханă пулсан, 2008 çулта 3 хут ытларах, 942 пуç регистрациленĕ. Çÿлевĕç, кашкăр шучĕ чакнă. Мулкачсем енĕпе те çавăн пек лару-тăру. Вĕçен кайăксен шучĕ палăрмаллах ÿсни кăмăла çĕклет. 2004 çулхипе танлаштарсан, карăксем 3 хута яхăн, ăсансем 2 хут нумайрах.
Çутçанталăк пуянлăхне упрани чĕрчунсен, кайăк-кĕшĕк йышне ÿстерме май парĕ. Вăрмана кĕрсен мĕн сас лайăх; Кайăк-кĕшĕк сасси лайăх.
Источник: "Каçал Ен"