АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СОЦИАЛЛĂ ПУЛШУÇĂСЕН УЯВĔ

11 июня 2008 г.

Президент Указĕпе çичĕ çул каялла социаллă пулăшу системинче ĕçлекенсен ятарлă профессиллĕ уявне июнĕн 8-мĕшĕнче ирттереççĕ. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра тата социаллă пулăшу центрĕнче ĕçлекенсем кăçал уява вăрман уçланкинче паллă турĕç. Çуллахи вăрман хăйĕн илемĕпе, таса сывлăшĕпе такама та хăй патне илĕртет.

Социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ И.А.Никитина пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май, çак службăн историйĕпе те паллаштарчĕ. Сусăр, чирлĕ çынсене патшалăх, общество енчен пулăшас йĕркене I Петĕр патша пуçласа çирĕплетнĕ. Халĕ унăн анлăшĕ те, пĕлтерĕшĕ те темиçе хут ÿснĕ. Çак службăра ĕçлекенсем инвалидсене, пĕччен пурăнакан ватăсене ялан пулăшса тăнипе пĕрлех, ачапа ача амăшĕсене хăйĕн хÿтлĕхне илнĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа пĕччен тăрса юлнă ватăсене пăхса пурăнма районта ваттисен виçĕ çурчĕ ĕçлет. Кунта вĕсене пурăнма, канма, сывлăха упрама пур условисем те туса панă. Ватăсем кăмăллă.

Чирлĕ, нушаллă çынсен шухăш-кăмăлĕ те урăхларах, çавăнпа вĕсене ытларах тимлĕх кирлĕ, ăшă сăмах та нушаллă çыншăн эмел вырăннех. Ираида Алексеевна уява пухăннисене районсенчен, хуласенчен килнĕ саламлă телеграммăсемпе паллаштарчĕ.

Пухăннисене социаллă пулăшу центрĕн директорĕ Т.Г.Смирнова, Çĕнĕ Мăратри ваттисен çурчĕн заведующийĕ В.К.Уткина тата ыттисем те саламласа çи-рĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Сăмах май каласан, район администрацийĕ кунта ĕçлекенсене ĕç вырăнĕнче саламланăччĕ.

Уяв сĕтелĕ тулăх пулчĕ. Шÿрпе те çирĕç, чей те вĕресех тăчĕ.

Тутлă апат-çимĕçпе сăйланнă хыççăн, вăрман уçланкинче тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, волейбол мечĕкне те канма памарĕç. Кăмăла çĕклекен музыка янăраса тăчĕ, ташларĕç те, юрларĕç те.

Шÿтлĕрех лотерея пурне те килĕшрĕ: вылява хутшăннисем кашниех асăнмалăх пĕчĕк парне, сувенир илчĕ. Вăйă-кулă туслăха татах çирĕплетме, малалла лайăхрах ĕçлеме вăй-хал парнелерĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика