11 июня 2008 г.
Валентина Петровна Ефремова Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Патăрьелĕнче вĕреннĕ, унтах 3 çул ĕçленĕ. Пурнăç çулĕ ăна кĕçех пирĕн района илсе çитерет. Вĕсем Нĕркеç каччипе Петр Никитичпа пĕрлешсе, çемье çавăраççĕ. Валентина Петровна йăла пулăшăвĕн Нĕркеçри филиалĕн пунктĕнче çĕвĕç пулса ĕçлет. 23 çул вăл закройщицăра тăрăшать. Мăшăрĕ «Гигант» колхозра вăй хурать. Каярахпа Комсомольскине куçса килеççĕ. Кунта та вăл хăйĕн юратнă ĕçне пăрахмасть. 10 çул тăрăшать. Мăшăрĕпе вĕсем 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. 8 ача пăхса ÿстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă, кирлĕ специальноç суйласа илме пулăшнă. Галя — воспитательница, Нина — Шупашкарти пĕр больницăра операци сестри, Люда — предприниматель, Ирина — Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Полина ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хурать. Ольга — «Чăвашрегионгаз» ОАО-ра тăрăшать. Зойăпа Зина — йĕкĕрешсем. Вĕсем те пурнăçра хăйсен вырăне тупнă. Ефремовсен 15 мăнук, 4 мăнмăнук.
Телейлĕ теççĕ вĕсем пирки. Телее çемьере, юратнă ĕçре тупнă вĕсем.
Источник: "Каçал Ен"