11 июня 2008 г.
Уйсенче калчасем шăтса тухрĕç. Анчах вĕсемпе пĕрлех çумкурăксем те тĕлĕрмеççĕ, вĕсем те ăмăртмалла тенĕ пек пуçĕсене çĕклеççĕ. Çумкурăксем çуртри калчисем çинче çеç мар, кĕр калчисен уйĕсенче те курăнаççĕ. Вĕсене вăхăтра гербицидсем сапса пĕтермесен, пĕр эрнерех 20—30 сантиметр тăршшĕ е унтан та ытларах ÿссе кайма пултараççĕ. Кайран вĕсене пĕтерме те йывăртарах, икĕ хут сапма тивет, çавна май тăкаксем те пысăкланаççĕ.
Паллах, çумкурăксене гербицидпа вăхăтра сапмалли сроксем пур. Ку вăл культурăллă ÿсентăран 2—3 çулçăллă пулнинчен пуçласа тĕмĕленме (гущение) чарăниччен. Ку вăхăтра калчари ферментсем активлă, çавна пула калчасем гербицидсене лайăх чăтса ирттереççĕ. Çакна шута илсе, çумкурăксене калчасем тĕмĕленнĕ тапхăрта сапни вырăнлă.
Çумкурăксемпе кĕрешессине нихăçан та юлашки вăхăта хăварса пыма кирлĕ мар. Вĕсем, куллен-кун вăй илсе пырса, пулас тухăçа чакараççĕ. Тата, ырана хăварса пырсан, çак ĕç юлсах кайма та пултарать. Çавăнпа ĕнтĕ халăхра «кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ» теççĕ.
Гербицид сапнă хыççăн вăл тин шăтакан çумкурăксене уйăха яхăн çунтарса тăрать е ытларах та.
Çавăнпа мĕн чул иртерех сапатпăр имçамсене, çавăн чухлĕ усăллăрах пулать.
Районти хуçалăхсем çум курăксемпе кĕрешме гербицидсем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Çавăнпа ку ĕçе вăхăтра туса иртте- ресчĕ, калчасене хÿтĕлесчĕ. Имçамсемпе усă курнă чухне, паллах, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлемелле. Сапнă уйсене палăртмалла, çакăн çинчен халăха пĕлтерсех тăмалла.
.
Источник: "Каçал Ен"