АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕМЙИПЕХ ХАЛĂХ СЫВЛĂХĔШĔН ĔÇЛЕÇÇĔ

11 июня 2008 г.

 

Кашни ачах пĕчĕк чухне кам та пулсан пулма ĕмĕтленет. Ÿсерехпе вара ăна пурнăçа кĕртес тесе тăрăшать. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă Александрăн вара çынсене сыватас, чир-чĕртен сыхлас ĕмĕчĕ пулнă. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă вăл. Хими, биологи предмечĕсене кăмăлланă, спортпа туслă пулнă. Класс, шкул чысне хÿтĕлесе час-часах ăмăртусене хутшăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çакна унăн нумай-нумай Хисеп грамотипе Дипломĕсем туллин çирĕплетеççĕ. Ялти вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн А.Краснов Орскри фельдшерсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕрет. Унта та спортпа туслă пулнă, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Александр Петрович тата малалла вĕренме шутлать. Оренбург хулинчи медицина институтне çул тытать. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн, пĕлÿлĕхе ÿстерес тесе ăнтăлакан Александр студент пулса тăрать.

Çын пурнăçĕ, сывлăхĕ вĕсен ăсталăхĕнчен нумай килнине ăнланать вăл. Çавăнпа та кашни занятие тĕплĕн хатĕрленет, лекцисене тимлĕ итлет, практикăлла ĕçсене тĕплĕн пурнăçлать. Опытлă тухтăрсем мĕнле ĕçленине пăхса тăрса вĕсен вĕрентĕвне ăша хывса пырать.

Институт хыççăн вăл Демократиллĕ Монголи çĕршывĕнче 3 çул ĕçлет. Унти халăха сиплет, сыватать. Халĕ А.Краснов хирург Ульяновск хулинче пурăнать, пĕр больницăра тăрăшать. Чирлисем, ун патĕнче сывалакансем Александр Петровичăн ĕçĕпе кăмăллă. Пултаруллă ĕçсемшĕн вăл чылай награда илме тивĕçлĕ пулнă. Коллективра ăна хисеплеççĕ. Çамрăксене те кирлĕ сĕнÿ-канашсемпе пулăшсах пырать вăл.

Красновсен çемйине сывлăх ĕçченĕсен çемйиех теме пулать. Александр Петровичăн мăшăрĕ — Наталия Александровна Краснова — терапевт. Вăл та чылайранпа сывлăх хуралĕнче. Ашшĕ-амăшне кура хĕрĕ Вера та медицина енне туртăннă. Хулари пĕр больницăра кардиологра ĕçлет. Çапла вара çемье кунсерен вуншар çынна вилĕм аллинчен туртса илет, сывлăх парнелет.

Красновсем вăхăт тупăнсанах Хирти Сĕнтĕр ялне çитеççĕ. Кунта Александр Петровичăн амăшĕ, Мария Ивановна, пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕ çынсене усă тунишĕн чунтан савăнать вăл.

Сăлтавĕ те пур. Чăннипех те пархатарлă ĕç тăваççĕ медицина ĕçченĕсем!

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика