11 июня 2008 г.
Луцки ялĕнче «Восход» колхоза 1931 çулта туса хунă. 1950 çулхи июль уйăхĕнче ăна «Ленинская победа» ят панă. Тепĕр 9 çултан кунти ĕçченсем «Россия» ятпа вăй хунă. 1993 çултавăл «Мир» ят илнĕ. 1994 çулта «Слава» ял хуçалăх кооперативĕ туса хунă.
Пирĕн патра вăрçă çулĕсенче колхозниксем пухусенче йышăннă документсем пур.
Акă, 1943 çулхи январь вĕçĕнче колхозниксем Хĕрлĕ Çар 25 çул тултарнă ятпа парнесем пуçтарма йышăннă. 5 килограмм çу туянма 3-шер пăт ытла ыраш тата тулă уйăрма, кунсăр пуçне парнелĕх 8 ещĕк япаласем пуçтарма пулнă.
Пухăвăн тепĕр протоколĕнче эвакуаципе килнĕ çынсене çĕрулми лартма вырăн уйăрса парасси, вăрлăхпа пулăшасси пирки сăмах пырать.
1943 çултах çар заемне çырăнтарас енĕпе те ĕçлеме палăртнă. Ку ыйтупа Окунев, Сергеев юлташсем тухса калаçнă. Вĕсем заем çырăнса нимĕç фашисчĕсене çапса салатас тĕлĕшпе пулăшу пама пултарнине палăртнă. Тепĕр пухура 2-мĕш займа çырăнма Мищенко, Хитров, Валерштейн, Окунев юлташсем чĕнсе каланă. Вăл çулхинех ирĕке кăларнă Донбасс çĕрĕнчи ачасене пулăшма укçа-тенкĕ пуçтарасси пирки те калаçу пулнă. Сăмахпа çеç мар, ĕçпе те пулăшнă. Колхоз 1500 тенкĕ, шкул 100 тенкĕ укçа-тенкĕ пама пулнă.
Çар çыннисен çемйисене пулăшас тĕлĕшпе те час-часах сăмах пынă. Е.Абукин, М.Антонов, А.Варюшин, С.Соколов, Е.Хитров, Н.Степанов салтаксен çемйисене 2-шер центнер тырă уйăрса панă. Кунсăр пуçне çи-пуçпа, ытти апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ, юсав ĕçĕсем тунă, вут-шанкă хатĕрлесе панă.
«Пурте çĕнтерÿшĕн, пурте фронт валли» лозунгпа пурăннă тыл ĕçченĕсем. Кĕске вăхăтрах 3 кĕрĕк, 5 мăшăр çăматă, 3 çĕлĕк, ăшă 2 шăлавар, фуфайка, ăшă кĕпе-йĕм пуçтарнă.
Çапла пулăшнă фронта та, пĕр ялта йывăр пурăнакансене те колхозниксем.
.
Источник: "Каçал Ен"