11 июня 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Алексеевич Зубков 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ канашлура сĕт-çу комплексне аталантарас, ял хуçалăх кооперативĕсем тăвас тата продукцие тивĕçлĕ вырнаçтарас ыйтусемпе тухса каланинчен
Çĕршыври сĕт производствине аталантарас тĕллевпе çитес пилĕк çуллăх валли ятарлă комплекслă программа туса хатĕрлемелле. Ăна пурнăçлама Ял хуçалăх министерстви умне çакăн пек тĕллев лартатăп: кун валли тулли программа хатĕрлемелле. Унта çакăн пек тĕп ыйтусене палăртмалла: производство, сĕт продукчĕсене тирпейлесси, сутасси. Ку пирĕншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енри пысăк мар харпăрлăхлă хуçалăхсемпе паллашнă май çакна асăрхарăм: кунта ял хуçалăх кооперацийĕ вăйлă аталаннă. Эпир пĕр ялта пултăмăр. Эпĕ унти фермертан çапла ыйтрăм: «Кала-ха, сирĕн ялта миçе кил;» Вăл: «Виç çĕр кил»,— терĕ. «Вĕсенче миçе çын выльăх-чĕрлĕх тытать;»— интереслентĕмĕр эпир. «Пурте. Хăшĕ-пĕри пĕрре кăна мар, икĕ-виçĕ ĕне те»!— пулчĕ хурав. Ăнлантăр-и; Ку пĕлтерĕшлĕ. Çынсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, сĕт туса илеççĕ. Чи кирли — сĕт илме килех пыраççĕ, вунă кунра укçине тÿлеççĕ. Çак тытăм сехет пекех ĕçлет. Çавăнпа та хăйсемшĕн тăрăшнине туйса, ку енĕпе организацисем ĕçленине курса вĕсем тата та лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсем ытлăн-çитлĕн пурăнаççĕ, кăмăлĕсем те аван. Пурте пур: машина, ытти кирлĕ япала. Шел те, пур çĕрте те апла мар. Николай Васильевичăнни пек регионсем сахал.
Эпĕ тепĕр хут калатăп: ку ĕçе комплекслă тумалла. Чăваш Енри пек çыхăнура: сĕт сăвасси, ăна тирпейлесси, сутлăха хатĕрлесси, туянакана унпа ти-вĕçтересси. Лавккара сĕт 24 тенкĕ тăрать. Ку йĕркеллĕ хак. Паян Раçейре пур çĕрте те çакăн пек пулсан ку шăпах пире кирлĕ тесе каланă пулăттăм. Шел, хаксем ытти çĕрте çакăн пек мар.
Эпир тĕрлĕ харпăрлăхлă производствăсене çитсе куртăмăр. Уйрăм çын, фермер, ушкăн хуçалăхĕсенче. Эпĕ пур харпăрлăх тытăмне те аталантармалла тесе шутлатăп. Паллах, вĕсене пулăшмалла, нумай вăхăта кредит памалла, ытти ыйтусене тивĕçтермелле. Ку енĕпе Росагролизинга активлă явăçтарăпăр.
Ял хуçалăхне патшалăх енчен кÿрекен пулăшу Раççей Федерацийĕн регионĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тивĕçлĕ политика тытса пымасăр нихăçан та усă парас çук. РФ Правительство пуçлăхĕ В.В.Путин ку енĕпе Правительствăна тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене Ставрополь кра-йĕнчи Ессентукире иртнĕ канашлура хушу панине аса илтересшĕн. Хушу — нумай, вун иккĕ таранах. Кашниех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен ытларах пайĕ ял хуçалăхне епле аталантарнипе, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсем мĕнле ĕçленипе, уйрăмах ял тăрăхĕсенче, çыхăннă. Урăхла каласан регион, район, муниципалитет тытăмĕсен ĕçне хакласа вĕсем аграри секторне аталантарассине епле пурнăçласа пынине малашне шута илĕç. Николай Васильевича ку енĕпе тахçанах «Ç5» паллă лартмалла тесе шутлатăп.
Правительство Председателĕн хушăвĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен ял хуçалăх пасарĕсем тăвассине хăвăртлатмаллине те тĕплĕн каланă. Çакă — суту-илÿ тытăмĕнчи пысăк организацисемпе конкуренцие кĕмелли тĕрĕс çул. Сумлă суту-илÿ центрĕсенчи продукцире вĕсен таварĕ пур пĕрех йÿнĕ тăрĕ: сĕт те, аш-какай та, ытти апат-çимĕç те. Кун пек пасарсем Раççейри пур район центрĕпе хулара та кирлĕ. Чăваш Енре кун пеккисене тунине пĕлетĕп, вĕсен хакĕ те пысăках мар. Эффекчĕ пысăк пуласси халех паллă. Чи кирли — çынсем кунта йÿнĕ хакпа пахалăхлă продукци туянма пултарни.
Шупашкарта иртнĕ канашлу кăтартăвĕсем тăрăх федераци регионĕсемпе селектор канашлăвĕ ирттерĕпĕр. Унта вырăнта сĕт хатĕрлесси, ăна тирпейлесси пирки, ялсенче потребитель кооперативĕсене йĕркелесси тавра канашлăпăр, регионсене тивĕçлĕ хушусем парăпăр.
Источник: "Каçал Ен"