АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЕПКЕСЕН ЙЫШĔ ÿСЕТ

11 июня 2008 г.

 

Районта çуралакансен йышĕ ÿсни савăнтарать. Акă, 2008 çулта июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 131 ача çут тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 124 ача çуралнă. 131 ачаран 54-шĕ — çемьери пĕрремĕш, 52-шĕ — иккĕмĕш, 20-шĕ — виççĕмĕш пепкесем, 5-шĕ — çемьери тăваттăмĕш е ытларах ачасем. Çуралакансемпе пĕрлех вилекенсен йышĕ те пысăк. 2007 çулта — 169 çын, 2008 çулта 163 çын çут тĕнчерен уйрăлнă. Май уйăхĕнче çеç 36 çын вилнĕ.

Кăçал мăшăрланакансен йышĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах. 2007 çулта 89 мăшăр çемье çавăрнă, кăçал 79-шĕ пĕрлешнĕ. Уйрăлакансем те пур. Пĕлтĕр июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 24 çемье арканнă, кăçал та 24 мăшăр уйрăлнă. Иртнĕ çул çак вăхăта 8 ачанне, кăçал 7 ачанне ашшĕ кам пулнине çирĕплетнĕ. ЗАГС уйрăмне килекенсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Ытларах вара ыр хыпарпа килекенсемшĕн савăнатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика