07 июня 2008 г.
Июнĕн 3-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Зубков Чăваш Республикинче пĕр кунлăх ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Виктор Алексеевич правительствăра аграри ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ май, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров производство кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Мускав делегацийĕ чи малтанах республикăра малта пыракан “Приволжское” вĕренÿ хуçалăхне çитсе курчĕ. Асăннă предприяти ĕнесен хура-ула ăратне тата йывăр виçеллĕ шурă сысна ĕрчетес енĕпе пысăк опыт пухнă. Кăрмăшсен ăсталăхĕпе паллашма хамăр çĕр шыври тĕрлĕ регионтан кăна мар, унăн тулашĕнчи ытти патшалăхран та тăтăш килеççĕ. Экономика кăтартăвĕсене ÿстерсе пыма, выльăх-чĕр-лĕхрен паха продукци туса илме, уй-хирте элита вăрлăх çитĕнтерме паха технологисемпе усă курни пысăк пулăшу кÿрет. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те ĕçре хастар. Вĕсем пĕлтĕр 339 тонна аш-какай хатĕрленĕ, кашни ĕнерен вăтамран 5532 килограмм сĕт сунă.
“Приволжское” предприятин производство цехĕсенче, сĕт-çу комплексĕнче, вĕренÿ аудиторийĕсенче пулса курчĕç.
Раççей Правительствин н Президенчĕ Н.В.Федоров, Раççей тĕп санитари врачĕ Г.Г.Онищенко, РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.П.Козлов пирĕн районта та пулчĕç. Вĕсем “Нур” ял хуçалăх потребительсен кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. 2008 çулхи пĕрремĕш кварталта кунти ĕçченсем халăхран 1260 тонна сĕт пуçтарнă, вăтамран кунне 40 тонна сĕт килет. Сĕте си-вĕтсе хатĕрленĕ хыççăн Шупашкар, Çĕмĕрле, Ульяновск хулисене ăсаттаççĕ. “Эсир, чăнах та, пархатарлă ĕç тăватăр. Ял хуçалăх продукцийĕ хатĕрлетĕр, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтеретĕр”,— тенĕ Виктор Зубков “Нур” кооператив ĕçне хакласа. Тукай Мишер ялĕнче вырнаçнă “Мост-Эт” ООО ĕçĕпе те паллашрĕç хăнасем. Асăннă предприяти аш-какай хатĕрлес енĕпе тухăçлă ĕçлет. В.А.Зубков хатĕр продукци пахалăхĕпе те кăмăллă пулни палăрчĕ. Продукци ассортименчĕ пуян, вĕсене пысăк суту-илÿ магазинĕсенче те туянма пулать. Ĕçлĕ визита вĕçленĕ май Мускав-Шупашкар делегацийĕ “Труд” ЯХПКра тĕп зоотехникра ĕçлекен Р.М.Шарафутдинов хушма хуçалăхне çитсе курчĕ. Шарафутдиновсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ, вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ. Çитĕнтернĕ тухăçа сутса сахал мар тупăш илеççĕ.
Районта ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннипе, ял çыннисене ĕçлеме ĕç вырăнĕсем пуррипе Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ В.А. Зубков кăмăллă пулнине каларĕ.
Источник: "Каçал Ен"