07 июня 2008 г.
Çумăр çусах тăрать. Апла пулин те уяр кунсемпе пĕлсе тата пахалăхлă усă курмалла. Районта пурĕ 2059 гектар «иккĕмĕш çăкăр» лартнă. 580 гектарне имçам сапнă. Çĕр улми йăранĕсен хушшине кăпкалатас енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Çак ĕçе 1818 гектар çинче пурнăçланă.
Районта нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 5746 гектар. Качака курăкĕ халĕ çеçкере. Люцернăна, качака курăкне вăхăтра çулса утă е сенаж хатĕрлес енĕпе ĕçлемелле. Хуçалăхсенче 83 гектар çулса сенаж хатĕрленĕ. “Слава” ЯХПК, “Госсорткомиссия” ФПУ ĕçченĕсем утă хатĕрлеççĕ.
9950 гектар тыр-пул лаптăкне çум-курăкран тасатма имçам сапнă.
Апла пулсассăн çанталăкпа усă курса, хуçалăхри техникăсене юсаса палăртнă ĕçсене планпа килĕшÿллĕн вăхăтра пурнăçласчĕ. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ.
Источник: "Каçал Ен"