07 июня 2008 г.
Эпĕ çак çынпа — пурнăç парнелекен тĕп хирургпа тĕлĕнмелле паллашрăм. Мана Турри унпа çапла кĕтмен çĕртен тĕл пултарчĕ-ши е ку пурнăçри тĕлĕнтермĕш пулчĕ-ши;
Ун пек-и, кун пек-и ăна халĕ те татса калаймастăп. Çут тĕнчере Александр Георгиевич Дербенев хирург пулман пулсан эпĕ паянхи кун илемĕпе те, хĕрÿ хĕвелĕн ăшшипе те савăнайман пулăттăм. Çапла вара сăмахăм мана иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ хаклăран та хаклă хирург тата ытти медработниксем çинчен.
КĔТМЕН ЧИР
«Инкек куçа курăнса килмест»,— теççĕ халăхра. Тĕрĕс те витĕмлĕ сăмахсем. Чипер йĕркеллĕ пурăннă çĕртех январь уйăхĕн вĕçĕнче питĕ вăйлă аптрарăм, вар-хырăм ниçта кайса кĕрейми ыратрĕ, лĕклентерчĕ, хăстарчĕ. 4—5 сехет асапланнă хыççăн кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Кун пекки халиччен те пулкаланă-ха. Юлашки вăхăтра çулталăкра пĕрре вар-хырăм ниçта кайса кĕрейми ырататчĕ. «Апат ытларах çирĕм пулас, пулă çуллăрахчĕ»,— тетĕп те çак хура кун çинчен пачах манса каятăп. Мĕншĕн вăхăтĕнче, чир питĕ вирлĕ аптратнă чухне район больницине каймастăп, УЗИ тутармастăп, васкавлă пулăшу машини чĕнтерместĕп; Ара, шурă халатлă ĕçченсем хушшинче çывăх тантăшсемпе паллакансем те чылай-çке. Хамăн инкек-синкекĕм çинчен вĕсене те пĕлтерместĕп. Тен, çиччĕри мăнукăма асламăшĕн ăшшисĕр пăрахса хăварас килмерĕ-ши; (Чĕрĕ-сывă амăшĕ пур çинчех вăл çурма тăлăх ÿсет). Е килти выльăх-чĕрлĕхе çын аллине шанса парас темерĕм-ши; Халĕ çакна хам та татсах калаймастăп.
Хальхинче çак ырату 3—4 куна тăсăлчĕ. Апла пулин те чăтрăм, тÿсрĕм. Каярахпа хама çăмăлрах туйрăм. Нимĕн те ыратмасть, пĕрехмай апат çиес килет. «Темĕскер эсĕ саралма пуçларăн, больницăна кайса кил-ха. Сарă ÿкмест-ши сана»,— мăшăрăм темиçе хутчен те пăшăрханса çапла каларĕ. Каллех никама та итлемерĕм, ÿт-пĕвĕн тĕсĕ улшăннине те курмарăм «Пирĕн ратнере никам та сарă ÿкнипе чирлемен. 3—4 кун апат çимесен саралма мар, симĕсленсе кайăн»,— терĕм. «Тĕкĕр çине пăх-ха, куç шăрçисем те саралчĕç вĕт. Гепатит пулсан мĕн тăвăпăр, вăл — ерекен чир. Пирĕн вара ача пур»,— тепĕр 3—4 кунран каллех мана мăшăр больницăна кайма ÿкĕтлет. Манăн мăнукăма пĕрре те чирлеттерес килмест. «Юрĕ, тунтикун анализсем кайса парăп»,— терĕм.
РАЙОН БОЛЬНИЦИНЧЕ
Пĕр эрнерен тĕп больницăна çул тытрăм. «Çав таранччен килте выртма юрать-и вара. Ÿтĕр çинче пĕр шурă вырăн та çук, лаппăшпех сарă тутăр пек, халех инфекци уйрăмне кайăр»,— тет пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн заведующийĕ Н.М.Алякина.
«Анализсем парăр, вара ыран выртмаллах килĕр»,— ăшшăн сăмахларĕ манпа инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Н.Н.Михайлова, хутсем тыттарса. Тепĕр кун хатĕр анализсемпе çитрĕм. «Сирĕн ват хăмпинчен нормăпа палăртнинчен 20 хут ытла ват тухать. Ку — сарă ÿкни те, гепатит та мар. Ват хăмпинче чул çук-ши, ыран тĕрĕслеттерме кайса килĕр, паян система ярăпăр»,— ăшшăн сăмахларĕ манпа Надежда Николаевна. Уйрăмри медсестрасем мана тăрăшсах сиплерĕç, умлă-хыçлăнах юн тымарĕнчен темиçе кĕленче шĕвек ячĕç. Палатăсенче çутă та таса. Иккĕн кăна выртатпăр. Курортра канатпăр тейĕн.
«Сирĕн ват хăмпи чулсемпе тулса ларнă, ват çулĕ çинче те самаях вĕсем»,— терĕ УЗИ аппарачĕпе вар-хырăма тĕрĕслекен Т.В.Кузьмина врач.
Кайран мана хирург патне ячĕç. «Нимĕн те ыратмасть, тетĕр. Хăвăр вара саралнăçемĕн саралса пыратăр. Кун пек чухне эпир пациентсене республикăри онкологи больницине яратпăр. Пурте чиперех пулсан, республика больницинчи пĕвер хирургийĕн II уйрăмне те çитсе килĕр. Вăхăта ан тăсăр»,— терĕ хирурги уйрăмĕн заведующийĕ В.В.Максимов. В.А.Козлов хирург кирлĕ хутсем çырса пачĕ, ырă çул сунчĕ.
ПĔРРЕМĔШ ТĔЛПУЛУ
«Ку чулсем сирĕн ÿт-пÿре тахçанах хуçаланаççĕ»,— терĕç онкологи больницинчи вар-хырăма УЗИ аппара-чĕпе тĕплĕн тĕрĕслекен шурă халатлă ĕçченсем. Хам пирвай пулнă В.Ф.Григорьев хирург пÿлĕмне хатĕр хутсемпе тепре çитрĕм. «Приемнăй покоя» кайăр. Кунта вырттараççĕ е республика больницине яраççĕ»,— сăмахларĕ манпа Вячеслав Фирсович.
Каланă çĕре кайрăм. Чылай вăхăт кĕтрĕм, мана йышăнакан хирургсем çав-çавах килсе çитеймерĕç-ха. «Эсир халĕ те тăратăр-и; Айтăр виççĕмĕш хута хăпарăр»,— шартах сиктерчĕ мана В.Ф.Григорьев хирург. «Эпĕ халех выртасшăн мар-ха. Хампа нимĕн те илсе килмен, килтисем те мана больницăна хунине пĕлмеççĕ»,— тетĕп врач хыççăн çÿлти хута хăпарнă май.
«Кунта кĕтсе тăрăр»,— тесе врач манăн хутсемпе онкологи больницинчи хирурги уйрăмĕн заведующийĕн пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ. «Айтăр, кĕрĕр»,— чĕнчĕ вăл мана 3—4 минутран алăка уçса. Сĕтел хушшинче виççĕн лараççĕ. «Иртĕр, ларăр»,— ăшшăн сăмахларĕ вĕсенчен пĕри. 50 çулсенчи патвар хул-çурăмлă арçын мана ăшă куллипе, лăпкă сассипе, ырă сăмахĕсемпе тыткăнларĕ. Эпĕ ăна хирĕç лартăм. «Мĕнле телейлĕ эсир. Кун пекки пурнăçра сайра тĕл пулать. Кунта эпир виççĕн — онкологи больницинчи хирурги уйрăмĕн заведующийĕ, В.Ф.Григорьев тата эпĕ, республика больницин хирургĕ сирĕн сывлăх пирки канашларăмăр. Сирĕн онкологи чирĕ çук, чулсенчен вара хăтăлмаллах»,— ăшшăн тинкерчĕ вăл ман çине. «Мускаври ывăлăма пĕлтермелле. Пĕрремĕш класра вĕренекен мăнук та пур-ха манăн. Ача пирки шкула кайса килмеллеччĕ. Тен, операцисĕрех иртмест-ши;»— тетĕп. «Мĕн тери телейлĕ эсир, сирĕн мăнук та пур. Айтăр çавăн пек калаçса татăлатпăр, халь килĕре кайса мĕн тумаллине пурнăçлăр. Вара пĕр тăхтамасăр каялла килĕр. Республика больницинчи пĕвер хирургийĕн II уйрăмне пырăр. Вăхăта вăраха ан тăсăр»,— ăшпиллĕн калаçрĕ хирург.
ÇĂЛĂНĂÇ ПУРАХ
Ун чухне эпĕ унăн ятне те, хушаматне те ыйтмарăм. Киле каç пулсан çеç çитрĕм. Чи кирлĕ ĕçсене тусан эрне пуçламăшĕнче республика больницинчи пĕвер хирургийĕн заведующийĕн пÿлĕмне кĕтĕм. «Кăштах кĕтсе тăрăр»,— терĕ мана сĕтел хушшинчи шурă халатлă В.В. Оленев ĕçчен.
Коридорпа эпĕ онкологи больницинче курса калаçнă хирург утса пырать. Пĕчĕк ача пек савăнтăм. Ăшă кулă парнелекене сывлăх сунтăм, мĕн сăлтавпа кунта тăнине пĕлтертĕм. Вăл манăн алăри хутсене илчĕ те заведующи пÿлĕмне кĕчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, каялла тухрĕ. «Коридорпа тÿрех чирлисене йышăнакан çĕре кайăр»,— терĕ. Эпĕ ăна тав турăм. «Каçарăр, тархасшăн, мана хăвăр хушаматăра калаймăр-ши;»— терĕм. «Дербенев»,— пулчĕ хуравĕ. Çав вăхăтрах эпĕ темшĕн-çке малашнехи пурнăç çак хирургран чылай килнине чун-чĕрепе туйрăм.
САККĂРМĔШ ПАЛАТА
Пĕвер хирургийĕн II уйрăмĕнче 8 палата, пĕр пушă вырăн та çук. Пирвайхи икĕ кун мана коридора вырттарчĕç. Кунта 5—6 кушетка. Кÿршĕм — Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи Юлия Никитина. Пÿре ыратнипе килнĕ коридорта выртакан Куславккари Эльвира Волостновăпа, Вăрмар районĕнчи Галина Степановăпа тата ыттисемпе те паллашрăм. Пирĕн пурин те ват хăмпинче чул. Хăш-пĕрин пĕверĕ те сиенленнĕ. Кашниех хамăра палатăна куçарасса, операци тăвасса кĕтетпĕр.
Тепĕр икĕ кунтан мана 8-мĕш палатăна куçарчĕç. Кунта улттăн выртатпăр. Операци тунисем те, ман пек черет кĕтекенсем те пур.
Хирурги уйрăмĕ ыттисенчен нумай енĕпе уйрăлса тăрать. Кунта пурнăçпа вилĕм куçа-куçăн тăрать, эпир хамăра сиплекен врачсем çине пысăк шанăçпа тинкеретпĕр, вĕсем пире пурнăç парнелессе шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"