07 июня 2008 г.
Паянхи кун çынсем кредитсем илсех тăраççĕ. Çывăх çыннисене е пĕлĕшĕсене поручитель пулма ыйтаççĕ. Тепĕр чухне хăшĕ-пĕри яваплăха туймасăрах поручитель пулма килĕшет. Енчен те кредит илекен çын процентсене тÿлеймесен е тÿлемесен поручителĕн те хăйĕн укçи-тенкине кăларса хума тивет.
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартар-ха. К.гражданкăна 2006 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче 680 пин тенкĕ 2011 çулхи мартăн 16-мĕшĕччен кредит панă. Договорпа килĕшÿллĕн К.гражданка унăн проценчĕсене вăхăтра тÿлесе тăма шантарнă, çакăн çинчен алă пусса çирĕплетнĕ. Анчах та тÿлемен. Çакна пула 6 поручительтен те банк кредит илнĕ çынпа пĕрле 572066 тенкĕ шыраса илме йышăннă.
Район сучĕ банк тавăçне тивĕçтернĕ. Асăннă суммăсăр пуçне вĕсен тата 7818 тенкĕ те 20 пус патшалăх пошлини тÿлеме тивет. Кредит илнĕ К.гражданкăшăн поручительсем шар кураççĕ.
Источник: "Каçал Ен"