07 июня 2008 г.
Спортпа туслă пулни паха. Вăл е ку енĕпе ăсталăха ÿстерме тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ. Анчах та унта никамăн та усал тумаллине каламаççĕ, вĕрентмеççĕ. Çĕнтерĕве чыслă тупăшура çĕнсе илмелле. Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан А.çакна тĕплĕн ăнлансах илмен пулмалла. Ăнланнă пулсан преступлени çулĕ çине тăмастчех вăл. 2007 çулта, кĕркунне, Мускавран шабашкăран таврăннă чухне ÿсĕрскер, «Газель» автобус çинче пĕрле таврăнакана çапса ярать, аяк пĕрчисене хуçать. Çакăншăн ăна условнăй майпа 1 çуллăха ирĕк прависĕр хăвараççĕ. Ку уншăн урок вырăнне пулман. Кăçалхи мартăн 19-мĕшĕнче вара йывăр преступлени тунă. Пĕр ялта пурăнакан Ш. патне пырса кĕнĕ. Пуçĕнчен, кăкăрĕнчен çапса янă. Бокс секцине çÿренĕскерĕн чышкисем йывăр пулнă. Инкек тÿснĕ Ш.на Патăрьелĕнчи тĕп больница ĕçченĕсем çăлса хăварайман, вăл пурнăçран уйрăлнă.
Бокс секцине çÿрени А.-на пысăк çĕнтерÿсем патне илсе çитереймен. Çын пурнăçне татнăшăн унăн тулли явап тытма тивет. Ÿсĕр пуçпа çын çине алă çĕклеме кирлĕ мар.
Источник: "Каçал Ен"