07 июня 2008 г.
Республикăра ял спортсменĕсен çуллахи вăййисене пуçласа 1958 çулхи çĕртме уйăхĕнче Вăрнар районĕнчи Калинино салинче ирттернĕ. Юлашки çур ĕмĕрте çакăн пек мероприятисене ытларах Шупашкарта, Канашра, Çĕрпÿре, Вăрнарта, Вăрмарта, Патăрьелĕнче тата Тăвайĕнче йĕркеленĕ. ЧР Ял хуçалăх, Физкультурăпа спорт тата туризм министерствисен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ХVI вăйăсен финалти ăмăртăвĕсене çĕртме уйăхĕн 11—12-мĕшĕсенче Çĕмĕрлере ирттерме йышăннă. Вĕсене Раççей тата Республика кунĕсене халалланă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче йĕркеленнĕ ял спортсменĕсен çуллахи вăййисен программинче тĕп вырăнта çăмăл атлетсен, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен, кире пуканĕ йăтакансен, волейболистсемпе футболистсен ăмăртăвĕсем пулнă. Çĕмĕрлере ирттерме палăртнă финалти ăмăртусен программинче 14 тĕс: армспорт, ирĕклĕ кĕрешÿ, волейбол (хĕрарăмсем тата арçынсем), сĕтелçи теннис, лапталла тата чушкăлла вылясси, çăмăл атлетика, кире пуканĕ йăтасси, полиатлон, канат туртасси, шывра ишесси, спорт çемйисен тата механизаторсен тупăшăвĕ. Шел, хальхинче комплекслă çак мероприятисен программине чи массăллă спорт вăййисенчен пĕрне — футбола — кĕртмен. Механизаторсен ăмăртăвĕ вара пуçласа иртĕ. Вĕсен палăртнă траекторипе тракторпа васкавлă маневр тума пултарнине кăтартмалла, бассейнра 25 метр ишмелле тата гимнастика хусканăвĕсене пурнăçламалла.
Çак кунсенче Ял хуçалăх министерствинче ăмăртăва йĕркелес ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта йĕркелÿ комитечĕн ертÿçисемпе членĕсемсĕр пуçне район администрацийĕсен физкультурăпа спортшăн яваплă специалисчĕсем тата ăмăртусен тĕп судйисем хутшăнчĕç. Канашлура ял хуçалăх, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕсен çумĕсем С.Дмитриевпа А.Яковлев Раççей тата Чăваш Республикин кунĕсене халалланă уява ирттерме мĕнле хатĕрленни, çавăн пекех çĕршыв ертÿçисем Д.Медведевпа В.Путин тата республика Президенчĕ Н.Федоров физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ тăрăшни, пархатарлă çак ĕçре хăйсем ырă тĕслĕх кăтартни çинчен каласа пачĕç. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Мельников финалти ăмăртусене «Труд» стадионта, «Олимп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче тата хăшпĕр вĕренÿ заведенийĕсен спорт залĕсенче ирттерме палăртни çинчен пĕлтерчĕ.
А.Н.Яковлев судьясемпе те паллаштарчĕ. Вĕсен ретĕнче — паллă спортсменсем. Кире пуканĕ йăтакансен турнирне йĕркелеме Чăваш ял хуçалăх академийĕн доцентне, тĕнче спорт мастерне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Б.Глинкина шаннă. Чушкăлла вылякансен ăмăртăвне СССР хисеплĕ спорт мастерĕ, Европа тата çĕршыв чемпиона-чĕсен призерĕ, РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Г.Кузнецов ирттерет.
Халĕ Канашра пурăнакан СССР спорт мастерĕ, 100 тата 200 метра чупассипе, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикессипе республикăн 40 (!) рекордне çĕнетнĕ Ю.Зайцева, Патăрьел районĕнчи Р.Камалетдинов, Шупашкар районĕнчи С.Скворцов 40—50 çул каяллах Пĕтĕм Союзри ăмăртусенче тата Раççей чемпионачĕсенче пысăк çи-тĕнÿсем тунă. Вĕсене, çавăн пекех ытти паллă ялти спорт ветеранĕсене финалти ăмăртусене курма йыхравлаççĕ. Çамрăк спортсменсем республикăри физкультурăпа спорт историне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă сумлă çынсемпе тата олимпиецсемпе хаваспах тĕл пулĕç.
Источник: "Каçал Ен"