07 июня 2008 г.
Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пичет çуртĕнче обществăлла корреспондентсен II пухăвĕ (съезчĕ) пулса иртрĕ. Ăна Н.В.Никольский çуралнăранпа 130 çул çитнине тата «Хыпар» хаçатăн 25000 номерĕ тухнине халалланă.
ЧР культура, националь- ноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Р.Лизакова «Хыпар» хаçат пĕтĕм чăваша пĕрлештерсе тăракан ятлă-сумлă издани пулнине палăртрĕ. Хаçат чăваш чĕлхине упрас, аталантарас тĕллеве, халăхсен культурине ÿстерсе пырас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Обществăлла корреспондентсене ялти клубсен, библиотекăсен ĕçне сăнаса-çутатса тăрас ĕçе активлăнрах хутшăнма чĕнчĕ.
ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров хаçат юлашки çулсенче обществăлла корреспондентсемпе ытларах ĕçлеме тытăннине ырларĕ. Чăваш журналисчĕсен энциклопедине хатĕрлес ĕçе обществăлла корреспондентсем хутшăнни пысăк пулăшу пулчĕ,— терĕ вăл. Пуху умра тăракан тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕ. Обществăлла корреспондентсем тухса калаçса хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Эпĕ те калаç-рăм.
Г.Уткин хăйĕн сăмахĕнче хаçат страницисенче обществăлла корреспондентсен хайлавĕсене ытларах пичетлени вырăнлă пулнине палăртрĕ.
Хаçат ĕçне нумай çул активлă хутшăннă обществăлла корреспондентсене Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ тата «Хыпар» хаçат редакцийĕ Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем пачĕç. Çав шутра эпĕ те ЧР Журналистсен союзĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пултăм.
Пуху хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетсе чĕнÿпе тухрĕ.
Источник: "Каçал Ен"