07 июня 2008 г.
Мĕн-ха вăл патриотлăх; Нумайăшĕ алла хĕçпăшал тытса Тăван çĕршыва хÿтĕлени тесе калĕ. Çук, юлташăмсем, патриот туйăмĕ юратуран, çемьери тăнăçлă пурнăçран пуçланать.
Çак кунсенче Шупашкарта Халăхсен хушшинчи патриотлăх туйăмне аталантаракан «Атăл чиккинче» I кинофестиваль иртнĕ. Çавна май пирĕн пата кинемато-графа пулăшакан тата аталантаракан «Синемолайф» фонд президенчĕ, кинофестиваль йĕркелÿ комитечĕн çум-председателĕ О.Г.Урюмцев, СССР халăх артисчĕ А.Б.Джигарханян, Раççей халăх артистки Л.И.Хитяева, Раççей халăх артисчĕ Ю.Н.Назаров, В.В.Цаликов кинорежиссер, Раççей халăх артисчĕ П.Б.Винник, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ В.А. Литвинов, Египет кинорежиссерĕ Ашраф Самир Абд эль-Баки, Инди актерĕ Кришна Радж Мутхурамалингам тата ыттисем те килсе çитнĕ.
Вырсарникун хăнасем журналистсемпе тĕл пулнă. ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев актерсене Шупашкар килĕшессе, вĕсем фестиваль пĕтичченех пирĕн патра пуласса шаннине каланă.
Инди актерĕ Кришна Радж Мутхурамалингамăн кукашшĕ — паллă актер, ашшĕ продюсер иккен. Кришна халĕ Раççейре пурăнать, мăшăрĕ вырăс, виçĕ ача ÿсет вĕсен. Нумаях пулмасть тĕпренчĕкĕпе Индие яланлăхах каясси пирки калаçнă. «Эс мĕн, атте, манăн Тăван çĕршыв кунта-çке»,— тенĕ ывăлĕ. Çак самантра актер унăн икĕ тăван çĕршыв пулнине ăнланса илнĕ. Сăмах май, çĕртмен 3-мĕшĕнче Инди кино каçĕ иртнĕ. Кунта юрă-ташă тата, паллах, инди чейĕ пулнă.
Вадим Цаликов кинорежиссер «Беслан. Право на жизнь» документлă фильма ахальтен илсе килменнине пĕлтернĕ. Вадим Вадимович хăй çак хулара темиçе те пулнă. Хĕн курнă ачасем патне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тантăшĕсем хавхалану çырăвĕсем çыраççĕ иккен. Чăвашран та çыру нумай. Çавăнпа та фильма пирĕн патра та кăтарнă.
Ача-пăча кинематографийĕ пирки те калаçрĕç пресс-конференцире. 90-мĕш çулсенче ачасем валли кино ÿкерес ĕç япăхланнă хыççăн паян та ура çине çирĕппĕн тăраймасть. Хушăран ача-пăча фильмĕ курăнкалать-ха. Çакă çителĕксĕр. Фестивале илсе килнĕ тăватă картинăран виççĕшĕ — ют çĕршывра кăларнисем, «Илья Муромец и соловей-разбойник» çеç пирĕн.
Фестивальте хăш-пĕр кинофильм премьери те пулнă. Сăмахран, «Медвежья охота» пирĕн патра куракан умне пĕрремĕш хут тухнă. Кунта вылякан Валерий Николаев, Елена Полякова, Алиса Мягких, Владимир Вавиловпа Илья Спивак композиторсем, çак кинороманăн авторĕ Петр Катерининчев тата ыттисем те килнĕ.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли кун, «Атăл чиккинче» I кинофестиваль уçăлнă. Хăнасем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ патне чаплă машинăпа çывхарнă, хĕрлĕ кавир çулпа утса театра кĕнĕ. Вĕсене фейерверкпа саламланă. Кун пекки пирĕн патра пулманччĕ-ха. Хăвна Шупашкарти пек мар, Каннра е урăх çĕрте иртекен кинофестивальти пекех туятăн...
Уявра çĕршыва, çемьене, аннене юратмалли, тăнăçлăх пирки нумай калаçнă. ЧР Президенчĕ Н.Федоров та патриотлăх туйăмне аталантаракан кинофестиваль вăрçă-харçă пирки мар, юрату пирки пулнине аса илнĕ. «Пирĕн асатте-асаннесем, атте-аннесем çапăçу хирĕнче телейлĕ тата тивĕçлĕ пурнăç кÿрессишĕн пуç хунă. Тăван çĕршыва, çĕре, пĕр-пĕрне юратмалла. Кунти фильмсем юрату çинчен, юратушăн»,— тенĕ Николай Васильевич. «Çĕнĕ кинопроект тĕллевĕ — историпе кăсăкланакансене хавхалантарасси, кăмăл-сипете пуянлатасси, Шупашкар вара тĕрлĕ çĕршыв кинематографисчĕсене пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашма май паракан творчество лапамĕ пулĕ»,— палăртнă Президент. Фестивале парне те панă — 1 миллион тенкĕ. Жюри унпа хăй пĕлнĕ пек усă курĕ.
Раççей халăх артисчĕ А.Васильев патриотлăх туйăмне аталантаракан кинофестивале Ача-пăчана хÿтĕлемелли кун уçни ырă пулăм пулнине асăннă. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава тата ЧР Президенчĕ пил панипе уяв ăнăçлă пулнă.
Пухăннисем «Атăл чиккинче» фестивалĕн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шаннине пĕлтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"