АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМЛĔРЕХ ПУЛАСЧĔ

04 июня 2008 г.

 

Пирĕн çĕршывра çăмăл ма- шинăсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Çавăнпах уйрăм çын гаражĕсем, уçă стоянкăсем йышланаççĕ. Анчах вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене питех тимлеменни палăрать. Чылайăшĕ гаражра килти пурлăха, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене, сăрă таврашне упрать. Вут-çулăм вара, çынсен асăрханусăрлăхне пула, техникăна юсанă, сăрланă вăхăтра, электричествăпа усă курнă чухне тухма пултарать. Автомашина хăй те пушар сăлтавĕ пулса тăрать. Çавăн пекех тата гаражри çÿп-çапа вăхăтра тасатманни, электропроводсем юсавсăр пулни, машина бакне гаражрах бензин яни, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе вараланнă ĕç тумĕ инкек патне илсе çитереççĕ. Гараж хуçисен ал айĕнче яланах огнетушитель, хăйăр, шыв, кашма пулмалла. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем тăрăх, бакран топливо юхсан, электрооборудовани системи юсавсăр пулсан техникăна гаража лартма юрамасть. Бензина, çавăн йышши ытти шĕвеке лайăх хупăнакан тимĕр савăтсенче тытмалла. Анчах та бензин 20 литртан, сĕрмелли хатĕр 5 килограмран ытлашши пулмалла мар.

Гаражра техникăна сăрлама, электросварка тума, двигателе çулăмпа ăшăтма, детальсене бензинпа, краççынпа, растворительсемпе çума юраманнине кашни автомашина хуçин пĕлмелле. Электричествăпа, газпа ăшăтакан приборсене лартма юраманни çинчен те манас çук.

Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнсан çеç хамăр пурнăçпа пурлăха упраса хăварма пултаратпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика