АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕНЕ УПРАР

04 июня 2008 г.

 

Паян кашни çемьен тенĕ пекех автомобиль пур. «Кустăрмаллă урхамахсен» шучĕ ÿссех пырать, пĕрлех — çулсем çинчи инкексен шучĕ те.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, транспорт ачасене тухса ÿкесрен упракан хатĕрсемпе усă курни пĕчĕк ачасем вилессине — 71, аслăрах çулсенчи ачасемпе çыхăннă çавнашкал хăрушă тĕслĕхсене 54 процент чухлĕ чакарать, суранланас хăрушлăх — 76, йывăр аманасси 92 процент пĕчĕкленет.

Раççей Правительстви 2005 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчи 767-мĕш йышăнăвĕпе Çул-йĕр правилисен 22-мĕш сыпăкне 22.9 пункта çĕнĕ редакципе кĕртнĕ: «Ачасене транспорт хатĕрĕн конструкцийĕн уйрăмлăхне шута илсе вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерсен çеç илсе çÿреме юрать».

12 çулчченхи ачасене хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пур транспорт хатĕрĕсемпе тухса ÿкесрен упракан хатĕрсем пулсан çеç илсе çÿремелле. Çав хатĕрсем ача йывăрăшĕпе çÿллĕшне кура пулмалла. Çавăн пекех ачана хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхма май пур урăх ха-тĕрсемпе те хÿтĕлеме юрать. Çăмăл автомобилĕн малти ларкăчĕ çинче вара хайхи ятарлă хатĕрпе кăна усă курмалла.

Çул-йĕр правилисем çирĕп ыйтаççĕ пулин те пепке е пĕчĕк ача машинăра ашшĕ-амăшĕн алли çинче выртса пынине час-часах курма пулать. Ку вара чăннипех пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Хăвăрах шутласа пăхăр: сехетри хăвăртлăхĕ 50 километрпа танлашакан автомобиль тăруках чарăнчĕ тĕк ача йывăрăшĕ вăтамран 30 хут пысăкланать теме май пур. Ача 10 килограмм таять тейĕпĕр, çапăннă чух вара 300 килограмм пек пулать, эппин, вăл малти ларкăч е кантăк çине çапăнасран ниепле те тытса чараймăн. Унсăр пуçне ачана тытса пыракан çын та ăна хăйĕн йывăрăшĕпе пусарас хăрушлăх пысăк.

Шел те, асăрханманнине пула шар куратпăр. Кăçалхи мартăн 29-мĕшĕнче Çĕрпÿ рай- онĕнче, Мускав — Ĕпхÿ автоçулăн 675-мĕш километрĕнче, ВАЗ-21102 автомашинăн 26 çулти водителĕ тепĕр «Жигулипе» çапăннă. Машинăсенче иккĕшĕнче те ачасем пулнă, вĕсем шар курнă. Инкек тÿснĕ чи пĕчĕк пассажир — 2 çулта. Вăл хăрушсăрлăх пиçиххипе çы-хăннă амăшĕн алли çинче пулнă. Хăйсен хăрушсăрлăхĕ пирки шутланă-ха, ачине хÿтĕлеме вара ăс çитмен.

Республикăри çулсем çинче çуллен çакнашкал вун-вун тĕслĕхе регистрацилеççĕ. Çи-тĕннисен çăмăлттайлăхĕ тĕ-лĕнтерет те, пăшăрхантарать те: ачасен хÿтлĕх хатĕрĕсемпе, çав шутра хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курмаççĕ. Ку мĕн патне илсе пынине пĕчĕк тата çамрăк пассажирсем çул çинче инкеке лекнин статистики чуна ыраттармалла кăтартать.

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри çулсем çинче ачасем инкеке лекнĕ 58 авари пулнă, вĕсенче 3 ача пурнăçĕ татăлнă, 60 ача суранланнă. Аварисенче шар курнă ачасен 23,3 проценчĕ — пассажирсем. Çак йышри 14 ача больницăна лекнĕ, 2-шĕ инкек пулнă вырăнтах вилнĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика