31 мая 2008 г.
Кĕçех тахçантанпа кĕтнĕ çуллахи каникул пуçланать. Шыва кĕрсе е кимĕпе ишсе сывлăха çирĕплетĕç ĕнтĕ ачасем. Шел пулин те, ятарлă правилăсене пăсни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Юхан шыв шÿте юратмасть. Инкексем ытларах вĕренекенсем ишме пĕлменнипе пулаççĕ. Е начар ишекеннисем çырантан аякка каяççĕ те, вăйсăрланнипе путаççĕ. Шыва кĕме юраман вырăнсенче те ашкăнаççĕ хăш-пĕрисем. Аяккарах ишсе каяссипе е тарăнтарах чăмассипе, шывра нумайрах тытăнса тăрассипе, кимĕ çинчен сикессипе ăмăртма тытăнаççĕ. Вĕсем хушшинче вара ишме пĕлменнисем те пулма пултараççĕ, ыттисенчен юлас мар тесе хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ çапла. Начар çанталăкра шывра юлма ан тăрăшăр.
Ачасен лайăх ишме вĕренмесĕр шыва кĕмелле мар. Тепĕр чухне ăнсăртран шăнăр туртни инкек кăтартать. Çавăнпа шыв температури 17—19 градус ăшă пулсан, 10—15 минут хушши кăна ишмелле çыннăн. Енчен те сасартăк шăнăр туртсан, çурăм çине выртса хăвăрт шывран тухмалла. Шыва сывлăш температури 20—25 градус ăшă пулсан, майĕпен кĕмелле.
Шыв хăвăрт юхакан вырăна лексен, юхăма май ишсе майĕпен çыран хĕррине тухма тăрăшмалла. Шыв çаврăнса тăракан çĕрте те тÿрех хăраса ан ÿкĕр. Вăрăммăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, хăрушлăхран айккинелле кайма тăрăшăр та çиеле ишсе тухăр. Шыв курăкĕпе çыхлантăр пулсан, ан тапкаланăр. Çурăм çине выртса курăк тыткăнĕнчен лăпкăн хăтăлăр. Çывăхра ишсе иртекен пăрахут е ытти транспорт патне ан пырăр. Пĕлмен вырăнта шыва ан сикĕр, тĕпĕнчи тĕрлĕ япала çумне тăрăнса тăна çухатма пултаратăр. Апат çинĕ хыççăн 1,5 е 2 сехет иртсен кăна шыва кĕме юрать.
Кимĕ хĕррине ан ларăр, пĕр вырăнтан теприне куçса уссăр ан чÿхентерĕр. Енчен те кимĕ тÿнсен, чи малтан ишме пĕлменнисене пулăшăр. Кимĕрен тытăнса тăрса çыранри çынсене кăшкăрса чĕнĕр. Асра тытăр, тÿннĕ кимĕ шывра путмасть.
Шывра пулмалли правилăсене çирĕп пăхăнăр. Хăвăра дисциплинăллă, йĕркеллĕ тытсан, пурнăçăра хăрушлăха кĕртсе ÿкермĕр.
Источник: "Каçал Ен"