31 мая 2008 г.
Пĕри спорта чунтан кăмăллать, тепришĕн вара физкультура урокĕ — чĕр тамăк. Мĕншĕн çапла-ха вăл; Мĕншĕн шкул ачисенчен чылайăшĕ урока чун туртнипе мар, ирĕксĕртен çеç çÿрет;
Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пирки ун пек калама çук. Кунти кашни ача физкультура урокне юратса çÿрет. Çакăнта, паллах, физкультура учителĕн В.И.Плешковăн (сăнÿкерчĕкре — сылтăмран пĕрремĕшĕ) тÿпи пур. Валерий Иванович çак шкулта 2007 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Кĕске вăхăтра вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене спортпа туслашма пулăшрĕ. Ачасем те ăна çур сăмахранах ăнланма хăнăхрĕç. Вăл кашни уроках хăйне май ирттерет.
«Тăрăшни сая каймасть»,— теççĕ халăхра. В.И.Плешков физкультура учителĕнче ĕçлеме пуçланăранпа чылай çул иртрĕ. Вăл вăй хума тытăнсан унăн вĕренекенĕсем пысăк çитĕнÿсем тума пуçларĕç. Анат Ти-мĕрчкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Андрей Лупов, Вячеслав Поляков, Алексей Ласточкин, Лариса Николаева, Юрий Никитин, Оксана Ласточкина, Эдуард Иванов, Ирина Анисимова — вăйлă спортсменсем. Вĕсем халĕ те спортпа туслă, тăван яла килсен шкул пурнăçĕпе, Валерий Ивановичăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Халĕ те савăнать вĕсемшĕн вĕрентекен.
Паянхи спортсменсем те вĕрентекен тăрăшнипе районта пĕтĕм енчен палăрса тăраççĕ. Маттур ачасем кашни спорт ăмăртăвĕнчех шкул ятне çÿле çĕклеççĕ. Хĕр ачасенчен Надя Чернова, Нина Терентьева, Таня Лупова, Наташа Алексеева, Марина Сидорова (пурте 8-мĕш класран), Инесса Андреева (7-мĕш класс), арçын ачасенчен Алексей Леонтьев, Максим Анисимов, Дима Плешков, Дима Алексеев (9-мĕш классем), Егор Земсков, Денис Иванов (8-мĕшсем) спортпа туслă. Çак ачасем кăçалхи «Зарница» çарпа спорт вăййисенче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Кĕçех вĕсен район чысне хÿтĕлесе республика шайĕнчех ăмăртма тивĕ. Ăнăçу яланах вĕсен çумĕнче пуласса шансах тăратпăр.
В.И.Плешков вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнине пула Аслă Чурачăк ачисем те ăмăртусенче палăрма пуçларĕç. Акă, çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ ăмăртура аслăчурачăксем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Командăра Сергей Кадыков, Алексей Семенов, Виталий Земсков, Асиф Матвеев, Саша Шикарева, Констанция Шикарева, Ирина Николаева, Олеся Михайлова чăннипех те маттур пулчĕç.
Пирĕн вĕрентекенĕн савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Анчах эпир нихăçан та вăл хăйне пысăка хунине курман.
Пĕтĕм вăй-халне пуçтарса, йывăр вăхăтра та хуçăлса ÿкмесĕр ачасемшĕнех тăрăшать. Эпир ăна çакăншăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Çавăн пекех унăн мăшăрне те пуç таятпăр. Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра Татьяна Вячеславовна географи урокĕсене ирттерчĕ. Унсăр пуçне чылай ырă сĕнÿ-канаш парса пулăшрĕ.
,
Источник: "Каçал Ен"