31 мая 2008 г.
Кашни ачан пуласлăхĕ çемьепе çыхăннă. Туслă çемье-ре ачасем пĕринчен тепри маттур, ăслă, правур ÿсеççĕ. Çирĕп те хастар ăру çитĕнни ашшĕ-амăшне те савăнтарать. «Çемье ăшши — чун ăшши»,— тесе ахальтен каламан ваттисем.
Пирĕн тăрăхра та ĕçчен, хас-тар, сăпайлă, килĕштерсе пурăнакан çемьесем сахал мар. Вĕсем ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тесе нумай тăрăшаççĕ. Акă, Хирти Выçли ялĕнчи Яковлевсене илер. Бориспа Валентина виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Гриша ывăлĕ Шупашкар хулинчи культура институтĕнче вĕренет, хĕрĕ, Люда, Канашри педколледжра пĕлÿ пухать. Кĕçĕнни, Лена, 3-мĕш класра вĕренет. Яковлевсем библиотекăпа питĕ туслă. Çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналпа тăтăшах паллашаççĕ. Ачисем те хăйсем пекех маттур. Юрлама, ташлама юратаççĕ. Пушă вăхăтпа усă курса тĕрлĕ кĕнеке вулаççĕ.
Хирти Мăратри Павловсен çемйи те кĕнекепе туслă. Вĕсен ачисем библиотекăран тухма та пĕлмеççĕ, нумай кĕнеке вулаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем вĕренÿре “4”, “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Хирти Выçлинчи Макаровсен, Степановсен, Яковлевсен, Скворцовсен, Гавриловсен, Гордеевсен, Аполоновсен, Адигановсен, Хирти Мăратри Степановсен, Алексеевсен, Григорьевсен, Петровсен çемйисем — кĕнеке тусĕсем. Вĕсене малашне те библиотекăпа тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнетĕп.
Вулав çуртне тăтăшах килсе çÿрĕр, хаклă вулакансем. Аслисем кĕнекепе туслă пулсан, ачасем те çак туйăма малалла тăсаççĕ. Кĕнеке ыррине вĕрентет. Пĕлĕве, тавракурăма анлăлатать. Вулăр, вĕренĕр. Библиотека алăкĕ сирĕншĕн яланах уçă.
Источник: "Каçал Ен"