АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУНПĔР ÇАМРĂК ÇАРА КАЙРĔ

31 мая 2008 г.

 

Çĕршывĕпех çуркуннехи çар призывĕ пырать. Кăçал салтака каякансен службăра 1 çул çеç тăмалла. Акă, майăн 28-мĕшĕнче пирĕн районти 11 çамрăк çара кайрĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, çывăх çыннисем, юлташĕсем пехиллесе, ăнăçу сунса ăсатрĕç.

Çар тумне тăхăнакансем хушшинче — Чĕчкен ял поселенийĕнчи 3 çамрăк. Аслă Чурачăк ялĕнчен Евгений Григорьев, Чĕчкентен Марат Валеев, Алмаз Садыков çÿлерех асăннă кун службăна кайрĕç. Евгений шкул пĕтернĕ хыççăн «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче механизаторта вăй хунă. Хастар ĕçшĕн кăçалхи çураки хыççăн иртнĕ Акатуй-Сабантуй уявĕнче хаклă парнене тивĕçнĕ. Галинăпа Александр Григорьевсем маттур ывăл çитĕнтерни куçкĕретех. Женьăн ашшĕ-амăшĕ ялта хисеплĕ çынсем, мĕн çамрăкранах колхоз производствинче тăрăшнă. Маратпа Алмаз та пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнс ÿснĕ. Вĕсем пурте маттур салтак пуласса, çар тивĕçне чыслăн пурнăçласса шанма пулать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика