31 мая 2008 г.
Çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра тавралăх епле илемлĕ. Пăхатăн та йĕри-тавра, чун-чĕре савăнса тăрать. Анчах та тепĕр чухне тирпейсĕрлĕх кăмăла хуçать. Дубовка пуçламăш шкулĕнче вĕренекенсем субботник ирттерчĕç. Автобус чарăнакан вырăна, магазинсен çывăхне тасатса тирпейлерĕç, илемсĕрлĕхе пĕтерес тесе çине тăрса тăрăшрĕç. Ачасем халĕ те çав вырăнсене пăхсах тăраççĕ.
Мĕн ачаранах пĕчĕккисене çутçанталăка юратма вĕрентес, тасалăхшăн тăрăшас, вĕсене илемлĕх тĕнчине илсе кĕрес тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн те, шкулта ĕçлекенсен те тăрăшмалла. Вĕсемпе тăтăшах интереслĕ мероприятисем йĕркелемелле, вĕренекенсене унта явăçтармалла. Дубовка пуçламăш пĕлÿ паракан шкулĕнче вăй хуракансем çапла тума тăрăшаççĕ те. Çакă хăйĕн уссине паратех. Ачасем хамăр пурăнакан тавралăха урăх куçпа пăхма тытăнчĕç. Халĕ вĕсен çутçанталăк илемĕшĕн тăрăшас, унăн пуянлăхне упрас кăмăлĕсем пысăк. Вĕренекенсем ĕçре те, вĕренÿре те, юрă-ташăра та маттур. Клуб заведующийĕ Ю.Федорова ертсе пынипе ял халăхне концертпа савăнтарчĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче те палăрса тăраççĕ.
Вĕсемпе пĕлсе ĕçлесен, ачасене ертсе пырсан, хавхалантарсан ÿсĕмсем тума пулать.
Источник: "Каçал Ен"