31 мая 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров правительство членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Республикăри уй-хирти лару-тăрупа Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев паллаштарнă. Çумăр çуса иртнĕ май ÿсентăрана аталанма нÿрĕк çителĕклĕ. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнасшăн. Çавăн пекех министр ял хуçалăхĕнче çаврăнăша кĕртнĕ çĕрсене тĕрĕслес енĕпе правительство комиссийĕ ĕçлеме пуçланине пĕлтернĕ.
Майăн 26-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра пуçласа Раççей Предпринимательлĕх кунне паллă тунă. Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, Мускавра иртекен уяв мероприяти-йĕсене Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнать. Республикăра вак предпринимательлĕх мĕн пур отрасльте, уйрăмах вак суту-илÿ сферинче, строительствăра тата промышленноçра аталанать. Регионăн пĕтĕмĕшле продук-тĕнче вак предпринимательлĕх тÿпи ÿссе пынин кăтартăвĕсем Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах, предприятисенчи ĕç укçи те япăх мар хăвăртлăхпа ÿсет.
Çапах та тунă ÿсĕмсемпе лăпланса лармалла мар. Президент Чăваш Республикинче вак предпринимательлĕхĕн яланхи мониторингне туса пымаллине, çĕнĕ çитĕнÿсем патне талпăнмаллине палăртнă.
Майăн 27-мĕшĕнче — Пĕтĕм Раççейри вулавăшсен кунĕ. Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, хуласемпе районсенче çавра сĕтелсем, конференцисем, уява халалланă ытти мероприяти иртрĕç.
Николай Федоров çакăн пирки уйрăммăн каланă: муниципалитет пĕрлĕхĕсен Интернет сетĕнчи вулавăшсен тухăçлă ĕçне тивĕçтермелле. Çавăн пекех Президент библиотекăсенче ĕçлекенсен ĕç укçи ÿссе пыма тивĕçлине палăртнă, Министр-сен Кабинечĕн Председательне Сергей Гапликова тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрре-мĕш çумне — финанс ми- нистрне Николай Смирнова çак ыйтăва оперативлă пăхса тухма хушнă.
Çавăн пекех, канашлура палăртнă тăрăх, хăш-пĕр муниципалитет пĕрмаях парăмра пулнипе газ лимичĕсене хÿтĕлессине тивĕçтереймест. Президент промышленноçпа энергетика ми-нистрне Юрий Волошина ыйтăва сÿтсе явма, малаллахи йышăнусем тумашкăн справка ха-тĕрлеме хушнă.
Источник: "Каçал Ен"