АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХ ПАХАЛĂХЛĂ ШЫВПА УСĂ КУРТĂР

31 мая 2008 г.

 

Майăн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта «Чăваш Республикинче ĕçмелли шывпа 2005—2010 çулсенче тивĕçтересси» республика программи мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕç. Комсомольски ялĕнче коммуналлă шыв пăрăхĕсемпе централизациленĕ системăпа пыракан ĕçмелли шыв пахалăхĕ гигиена енчен тивĕçтерессин шайĕ пирки калаçрĕç. Ларăва район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ Г.М.Киргизов уçрĕ, ертсе пычĕ.

Комсомольски районĕнче халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. ЧР Президенчĕн указне пурнăçлас тĕлĕшпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем 2005 çулта ятарлă программа йышăннă. Программăра палăртнă ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрнă.

2005 çулта ку енĕпе республика бюджетĕнчен 6 миллион та 180 пин тенкĕ, 2006 çулта республика тата вырăнти бюджетран чылай укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак вăхăтра нумай ĕç пурнăçланă. 44 ялта шыв енĕпе проектсем хатĕрленĕ, Комсомольски, Нĕркеç, Янкасси ялĕсенче халăха шывпа тивĕçтерес енĕпе тăрăшнă. Комсомольски ялĕнче «Водоканал» МУПăн тасатакан сооруженийĕ валли Кабалин микрорайонĕнчен канализаци коллекторне ĕçе кĕртнĕ. Район центрĕнчех шыв парса тăракан системăсене юсанă. Комсомольски ялĕнче Чернов тата Пушкин ячĕллĕ урамсенче пурĕ 620 метр шыв пăрăхĕсем хунă. Çĕнĕ Каçал ялĕнче те ĕçсем чылай тунă.

Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.В.Силивестров район центрĕнче ĕçмелли шывпа тивĕçтерес, ун пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Централизациленĕ майпа Комсомольскинче пурăнакансен 50 проценчĕ усă курать. Шыва тăтăшах проба илсе тĕрĕслесе тăраççĕ. Шел пулин те, хăшпĕр çĕрте вăл гигиена нормативĕсене тивĕçтермест. Уйрăмах бор енĕпе ыйту çивĕч тăрать.

Петр Вениаминович малашнехи тĕллевсемпе, хальхи вăхăтра пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Район центрĕнчи халăх пахалăхлă шывпа çеç усă куртăр тесе тăрăшни пирки пĕлтерчĕ.

Ларура «Водоканал» МУПăн управляющи компанин директорĕ Л.А. Соловьева, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ М.И.Федорова, комисси членĕсем тухса калаçрĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

Пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика