АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭКСКУРСИ КĂМĂЛА КАЙРĔ

28 мая 2008 г.

 

“Лаша пуласси — тихаран паллă”,—тенĕ ваттисем. Çапла ачасене пĕчĕкренех ĕçе вĕ- рентни те кирлĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлани те паха. Чылай çул шкулта кĕçĕн классене пĕлÿ тĕнчипе паллаштаратăп. Кашни ачанах вулама, çырма вĕрентетĕп. Мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслаштаратăп. Тăтăшах ялти библиотекăна çÿретпĕр. Унта тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Е.П. Волкова библиотекарь ачасене яланах хавас кăмăлпа кĕтсе илет. Тĕрлĕ кĕнекесемпе паллаштарать. Хаçат-журналпа та туслă вĕренекенсем. 1—2-мĕш классем “Тантăш” хаçата, “Тетте” журнала кăмăлласа вулаççĕ. Вĕсене хамăрах çырăнса илетпĕр. Ачасене хаçат-журналти заметкăсемпе паллаштаратăп. Хăйсен пĕчĕк ĕçĕсем хаçатра кун çути курсан тем пекех хĕпĕртеççĕ. Хавхаланса татах çыраççĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкар хулинче экскурсире пултăмăр. “Тантăш” хаçат редакцине çитсе куртăмăр. Эпир “Тантăш” хаçат йĕркеленĕ “Çырăнтару - 2007” конкурсра малти вырăна йышăннă. Унти ĕçченсем пире тарават кĕтсе илчĕç, редакци ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕç. Тĕлĕнмелли, пĕлмелли, паллашмалли чылай пулчĕ. Редакци ĕçченĕсем туслă çыхăнушăн тав туса çамрăксен театрне кайма билетсем тата çемçе теттесем парнелерĕç. Театрта та пире хапăлласах кĕтсе илчĕç. Хамăр ентеш Р.Полякова артистсемпе паллаштарчĕ. “Золотой цыпленок” спектакль пурин кăмăлне те кайрĕ. Сцена çинче тĕрлĕ роль калăплакан артистсемпе тĕл пулу ирттерни те яланлăхах асра юлĕ.

Ачасем Шупашкар хулин илемлĕ вырăнĕсенче пулчĕç. Атăл хĕрринче пулса куртăмăр. Куçса çÿрекен зоопаркра нумай чĕр чунпа паллашрăмăр. Тĕрлĕ аттракционсенче ярăнса савăнчĕç ачасем. Тĕп хуламăртан вĕренекенсем тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Курнине, илтнине юлташĕсене савăнсах, тĕлĕнсех каласа пачĕç. “Тантăш” хаçат редакцине çитсе курни вĕренекенсене уйрăмах хавхалантарать. Ытти ачасене те хаçат-журналпа туслашма сĕнесшĕн. Май пултарнă таран чылай кĕнеке вулама тăрăшăр, конкурссене хутшăнăр. Урокра, пушă вăхăтра çырнă заметкăсене “Каçал ен”, “Тантăш” хаçатсене ярса парăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика