28 мая 2008 г.
“Библиотекăна кĕнеке парнеле” акцие районта пурăнакансем активлă хутшăнчĕç. Аслисем çеç мар, ачасем те хастарлăхпа палăрчĕç. Акă, нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 6-мĕш “а” класра вĕренекенсем ача-пăча библиотекине çитсе курчĕç. Кунта вĕсем класс ертÿçипе Т.И.Ивановăпа пулчĕç. Пушă алăпа килмен вĕренекенсем. Кашниех кĕнекесем илсе килнĕ. Виктория Николаева, Ольга Смирнова, Катя Боровкова, Игорь Козин, Денис Сандалов, Т.И.Иванова учительница библиотекăна кĕнекесем парнелерĕç. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вĕсем ырă ĕçпе палăрчĕç. Вĕсем малашне те библиотекăпа, кĕнекесемпе, хаçат-журналпа туслă пуласса шанас килет. Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ пулнине манас марччĕ. Пушă вăхăтпа усă курса библиотекăпа туслашасчĕ. Кунта вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем витĕм кÿни те паха.
Источник: "Каçал Ен"