АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔН ЯЛ ПАТТĂРĔ

28 мая 2008 г.

 

Паянхи кун пирĕн çĕршывра чи пысăк наградăсенчен пĕри «Георги хĕресĕ» орден шутланать. Çак ордена çапăçура палăрнă генералсемпе офицерсене II-мĕш Екатерина патша 1769 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчен пама тытăннă. Георги хĕресĕн 4 степенĕ пур. 1913 çултанпа ăна çĕнĕ статутпа (уставпа) пама палăртнă.

Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ĕмĕрне çав ялтах пурăнса ирттернĕ çын — Иван Павлович Хромов — çак хисепе тивĕçлĕ пулнă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, пысăк наградăна ăна Крым вăрçинче кăтартнă паттăрлăхшăн панă. Иван Павлович лутрарах çынччĕ, илемлĕ сухаллăччĕ. Ордена çакса шкула ĕçе çÿретчĕ. Унăн ачаранпах сусăр мăнукĕ пурччĕ, вăл икĕ костыльпе çÿретчĕ. Шурик тесе чĕнетчĕç ăна. Кукашшĕ мăнукне питĕ тăрăшса, юратса пăхатчĕ, анчах çамрăкăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.

И.П.Хромов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен эпир сахал пĕлетпĕр. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнă ватă салтакăн госпитальте ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкĕ, ятран (именной) панă пистолечĕ пур тенине илтнĕ эпĕ. Хамăр ял паттăрĕ пирки сахал пĕлни мана канăç памасть. Шырав-тĕпчев ĕçне шкул ачисемпе учительсем хутшăнсан нумай çĕнĕлĕх пĕлессĕн туйăнать. Çавăнпа та хам шухăша çырса пĕлтерес терĕм.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика