АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАТТУР ЫВĂЛ ÇИТĔНТЕРНĔ

28 мая 2008 г.

 

Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Тарасов (сăн-ÿкерчĕкре — варринче) мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă. Çăмăл атлетикăна юратнă. Футболла, волейболла вылянă. Çак енсемпе вăл район чемпионĕ те пулнă. Пĕлтĕр ăна çара илчĕç. Кăмăлтан вăл çар тумне тăхăнчĕ. Аслашшĕ те, ашшĕ те, ашшĕпе пĕр тăванĕсем те хăй вăхăтĕнче çĕршыва сыхланă. Дима тăракан çар чаçĕнчен килекен тав çырăвĕсем вăл маттур салтак пулнине çирĕплетеççĕ. Хусанта çар хĕсметĕнче тăрать каччă. Атăлçи çар округĕнче Д.Тарасов ăста спортсмен шутланать. Вăл пĕрре мар тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăна тухнă.

Ăна çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă Татьянăпа Николай Тарасовсем тав сăмахне чăннипех те тивĕçлĕ. Хăш-пĕр çемьесенче яшсем салтакран пăрăнаççĕ. Тарасовсем вара ун пек мар. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Çар службинчен таврăннă хыççăн вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика