АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРПĂК ВУТ-ÇУЛĂМ КĂЛАРАТЬ

28 мая 2008 г.

 

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 531 пушар пулнă. 19 миллион тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, 54 çын вилнĕ. 372 çынна çăлса хăварнă. 17 пушар ача-пăча айăпĕпе пулнă. Вут-кăварта 2 ача вилнĕ, 147800 пин тенкĕлĕх пурлăх çуннă. Районта та кăçал пĕр пушар ача айăпĕпе тухнă.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен вут-кăвартан сыхланассине вĕрентмелле, асăрхаттарсах тăмалла. Çак темăпа нумай калаçатпăр пулин те шăпăрлансем шăрпăкпа выляма пăрахмаççĕ. Тем илĕртет тейĕн вĕсене. Тытса, тивертсе, выляса пăхас килни инкек патне илсе çитерет. Кайран вара чавса çывăх та — çыртма çук. Ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентесси, вут-кăвартан асăрханмаллине аса илтересси — ашшĕ-амăшĕн, аслисен, учителĕн, воспитателĕн тивĕçĕ.

Килте пĕчĕккисене шăрпăк тыттармалла мар. Асăрхаттарсах тăмалла. Вут-çулăм тивсе илчĕ пулсан ачасем хăраса ÿкеççĕ, йăпшăнса пытанса лараççĕ. Пушарта çунса вилеççĕ. Çавăнпа та пушар вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине те каласа парăр.

Вĕренекенсемпе те тĕрлĕ калаçу ирттерни паха. Акă, апрель—май уйăхĕсенче шкул ачисемпе тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр. Районти шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем пушар чаçĕнче те пулчĕç. Халĕ вĕсем малашне асăрхануллă пуласса шанатпăр.

Вут-кăвар алхаснине асăрхарăр пулсан тÿрех 01 телефонпа шăнкăравлăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика