28 мая 2008 г.
Районти Чăвашпотребсоюз тытăмне кĕрекен «Кооператор» производство комбиначĕн ларусем ирттермелли залĕн пĕр кĕтесне комбинат кăларакан тавар тĕслĕхĕсене вырнаçтарнă. Сентресем çинче ултă тĕрлĕ сăра: «Золотой колос», «Московское», «Графское», «Деревенское», «Отрадное», «Гостевое», «Застольное». Алкогольсĕр сĕткен çеç çирĕме яхăн — лимонад, квас, ытти пылак шыв. Ячĕсем тата еплерех! «Апельсин», «Колокольчик», «Буратино», «Мальвина»... Кунта халăх юратса туянакан «Преображенская», «Директорская» тата «Рождественская» минерал шывĕсем.
Юнашарах — кондитер çимĕçĕсем.
Производство комбиначĕ çавăн пекех çурма тĕтĕмлетнĕ виçĕ тĕрлĕ кăлпасси, пĕçернĕ виçĕ тĕрлĕ кăлпасси, шпик, корейка, грудинка, карбонат, пельмень, катлет хатĕрлет. Чăн-чăн апат-çимĕç фабрики! Ахальтен мар ĕнтĕ «Кооператор» район промышленноçĕн флагманĕ шутланать.
Комбинат çĕнсе илнĕ награда та чылай: дипломсем, тав хучĕсем, призсем, медальсем... Вĕсен шучĕ те çук-тăр. Юлашки вăхăтра çĕнсе илнисене (паллăраххисене) çеç асăнар. 2004 çул: Пĕтĕм Раççейри «Ялти социаллă инфратытăма хуçалăха тухăçлă тытмалли никĕс çинче аталантарнăшăн» конкурсра пĕрремĕш тата иккĕмĕш кварталсенче — 1-мĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш кварталсенче 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. «Буратино» пылак тата «Директорская» минерал шывсем Чăваш Республикин «Пахалăх маркине» тивĕçнĕ. 2005 çул: Раççей Центросоюзĕ йĕркеленĕ «Кооператив предприятийĕсенче производствăна сарнăшăн» конкурсра 1-мĕш вырăна тухнă, «Раççей сăри, салачĕ тата хăмли» выставкăн кĕмĕл медальне çĕнсе илнĕ. 2006 çул: Пĕтĕм Раççейри «Чăваш Енри сăра тĕнчи» VI фестивальте «Преображенская» тата «Директор-ская» минерал шывĕсем — ылтăн, «Мурзилка» напиток кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. 2007 çул: напитоксен конкурсĕнче «Грушевый аромат» пылак шыва — ылтăн, çăкăр квасне кĕмĕл медальсемпе пахаланă.
Комбинат хăйĕн историне 1974 çулта çырма тытăннă. Чÿк уйăхĕнче опытлă производство заведующийĕ Ф.Зайковский ертсе пынипе пуçласа сăра вĕретсе хатĕрленĕ. Вăл çăра, техĕмлĕ, çутă тĕслĕ пулнă. Тивĕçлĕ оборудовани пулманран ăна малтан 90 литр кĕрекен юман пичкесемпе ăсатнă. Каярахпа кĕленче савăта сăра тата алкогольсĕр шывсем тултаракан линисене ĕçе янă. 1976 çул тĕлне ун чухнехи сăра завочĕ 600 пин тенкĕлĕх продукци кăларнă.
Çирĕм çул ĕнтĕ коллектива Евгения Анатольевна Карпеева ăнăçлă ертсе пырать. Вăл республикăри «2004 çулхи хĕрарăм директор» конкурс çĕнтерÿçи, «ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Раççей потребкооперацийĕн ветеранĕ.
— Халĕ панкрут авăрĕнче пулнă хăшпĕр предприяти çĕнĕрен ураланать те «эпир уçăлтăмăр» тесе хăйсене рекламăлама пикенет,— йăл кулать Евгения Анатольевна. — Кун пек чухне манăн вĕсене «Эпир вара хупăнман та» теес килет.
Ку сăмахсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ шухăш пур. 1992 çулта экономика реформи пуçлансан завода куллен кирлĕ чĕр тавар, çав шутра сахăр, хăмлапа салат, кĕленче савăт тата ытти хатĕр кÿрсе килесси хăвăрт чакса ларнă. Тавар туянакансем те продукцишĕн аран-аран татăлкаласа пынă. Çавăнпа комбинат та йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ.
Çĕнĕ технологисене алла илмесĕр малалла каяймăн, конкуренци кĕрешĕвĕнчен ишсе тухаймăн. Çакна çирĕп ăнланнă директор. 1998 çулта мĕнпур чăрмава тата йывăрлăха чăтса ирттернĕ комбинатра 1,5 литрлă полиэтилен савăтсемпе шыв-сăра хатĕрлекен лини уçнă. Вăл çурма автомат шайĕнче пулсан та ĕç калăпăшне хăвăрт ÿстерме, пахалăха лайăхлатма, ассортимента сарма май панă. Ик-виç çултан вара полиэтилен савăта вырăнтах хатĕрлемелли оборудовани вырнаçтарнă. Паян шĕвексене тултарас, пăкăлас, пуçтарса çыхас ĕç пĕтĕмпех автоматика режимĕ çинче. Пĕр линире халĕ ĕлĕкхи пек 6—7 çын мар, 3—4-ăн кăна вăй хураççĕ, тухăçлăх та пысăк. Продукци калăпăшĕ çуллен ÿсет. Пĕлтĕр вăл 30 миллион тенке (виçĕм çулхинчен 5 миллион ытларах) çывхарнă. Комбинатăн хăйĕн суту-илÿ лавкки пур. Унти тавар çаврăнăшĕ çулталăкра 4,3 миллиона çитет. Комсомольски çимĕ-çĕсене республикăра кăна мар, кÿршĕ регионсенче те хапăлласа туянаççĕ. Комбинатра 80 ытла çын ĕçлет. Ытларах — хĕрарăмсем, чылайăшĕн ĕç кĕнекинче пĕртен-пĕр йĕрке: «Ĕçе илнĕ». Паллă ĕнтĕ, тÿлев предприяти тупăшĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.
Директорăн пулăшуçисем вырăнĕнче яланах производство ертÿçи Р.Кисапова, тĕп инженер В.Самаркин, А.Хамидуллина тĕп бухгалтер шутланаççĕ.
Тĕрлĕ енлĕ продукци кăларас ĕçре йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Анчах вĕсене туслă коллектив ăнăçлăн çĕнтерсе пырать, çирĕп утăмсемпе малалла утать.
Источник: "Каçал Ен"