28 мая 2008 г.
Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче районти информаци кунĕнче Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн çулçÿреве Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕнче районти шкул директорĕсемпе тĕл пулнипе вĕçлерĕ. Унпа пĕрлех район пуçлăхĕ Г.Волков, районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов Комсомольски 2-мĕш шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Вĕсем чи малтанах шкул столовăйне çитсе курчĕç. Вăл кăçал республика шайĕнче иртнĕ «Чи лайăх шкул столовăйĕ» конкурса хутшăнса диплома тивĕçрĕ. Ĕçлĕ ушкăн «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕпе шкул столовăйне килнĕ оборудованипе мĕнлерех усă курнипе, ачасем мĕнле апата кăмăлланипе кăсăкланчĕ. Галина Петровнăна çавăн пекех поварсем хăйсен ăсталăхне еплерех ÿстерсе пыни те интереслентерчĕ, вăл шкул директорне Г. Длинова столовăйра юлашки вăхăтра усă курман шыв вĕретмелли хатĕре саппасра тытмасăр урăх шкула пама юранине систерчĕ.
Ушкăн пĕрремĕшсем вĕренекен классенче (шкулта вĕсем иккĕ), биологи, хими, информатика кабинечĕсенче пулса курчĕ, вĕрентекенсемпе курса калаçрĕ. Министр шкулпа тĕплĕн паллашнă хыççăн пур çĕрте те хăтлăхпа тирпейлĕх пулнине палăртса хăварчĕ, çавна май унăн малтан хуçăлса килнĕ кăмăлĕ самаях çемçелчĕ.
Ку шкулта тарăн пĕлÿ илме пур услови те пур, пурлăхпа техника бази пуян. Кунта ачасене аслă категориллĕ 21 вĕрентекен, пĕрремĕш категориллĕ 20 учитель ăс параççĕ. Министр компьютер технологийĕпе, цифрăллă вĕрентÿ ресурсĕсемпе еплерех усă курнипе интересленчĕ, шкул сайчĕпе паллашрĕ. Нумаях пулмасть шкул сайчĕ республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнса диплома тивĕçнĕччĕ. Министр Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ районти ытти шкулсемшĕн тĕслĕх вырă- нĕнче пулнине палăртса хăварчĕ.
Шкул директорĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова, район пуçлăхĕ Г.Волков «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕ, вĕрентĕве модернизацилес комплекслă проект çинче чарăнса тăчĕç, вĕрентÿ çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине каларĕç. Канашлу ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Министр шкултан чечек çыххипе кăмăллăн тухса кайни, вăл район пуçлăхĕпе Г.Волковпа тата вĕрентÿ пайĕпе малашне те вĕрентÿ ĕçне лайăхлатас енĕпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарни çинчен пĕлтерчĕ.
Источник: "Каçал Ен"