28 мая 2008 г.
Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулне пĕтерекенсене юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе саламлама халăх йышлăн пуçтарăннă. Кунта ачасен ашшĕ-амăшĕ те, шкула тăтăшах спонсорла пулăшу паракансем те пулнă. Шкул директорĕ С.В.Антонова, вунпĕрмĕшсен пĕрремĕш учителĕ Н.И. Смирнова, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев, «Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи кирпĕч завочĕ» ООО директорĕ А.Х.Ибрагимов, пуçламăш классенче вĕрентнĕ И.И.Евграфова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе И.П.Акчурина салам сăмахĕсемпе тухса калаçнă. Çамрăксене пурнăçăн тумхахлă çулĕнче ăнăçу та телей суннă, пултаруллисене парнесем парса хавхалантарнă.
Кăçал шкултан 23 ача вĕренсе тухать. Вĕсем хушшинче хастаррисем чылаййăн. Яшсемпе хĕрсем малашне те пултаруллă пуласса шанма пулать.
Источник: "Каçал Ен"