АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНĂÇУ СУННĂ

28 мая 2008 г.

 

Юлашки шăнкăрав. Пĕр енчен тунсăхлă та, тепĕр енчен савăнăçлă самант вăл. Вунпĕр çул пĕр класра вĕреннĕ яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене каяççĕ, ĕçе вырнаçаççĕ. Хаваслăхĕ — тивĕçлĕ пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухни, хăйсене кирлĕ утăм туни.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче тĕрлĕ ялсенче пурăнакан каччăсемпе хĕрсем пĕлÿ илеççĕ. Кăçал унтан 82 çамрăк вĕренсе тухать. Кашни çулах кунта ăс пухнисем пысăк пĕлÿпе палăрса тăнă, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ. Кăçал та çавăн пек пуласса шанма пулать. Ачасем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă. Малашне вĕсен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме тивет.

Ачасене шкул директорĕ Г.Е. Длинов саламланă, ăнăçусем суннă. Салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Ю.В.Скворцов, шкулти попечительсен канашĕн председателĕ Н.В.Антонов, учительсем тухса калаçнă, ырă сăмахсем суннă.

Кăçал пĕрремĕш класра вĕренекенсем хăйсенчен аслăраххисене хаваслă юрăсем парнеленĕ, сăвăсемпе пурнăçра çирĕп пулма хавхалану кÿнĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика