АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУМХАНУЛЛĂ САМАНТ

28 мая 2008 г.

 

Районти вĕрентÿ учреждени-йĕсенче 11-мĕш класс пĕтерекен 422 çамрăкшăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак линейка вы- пускниксемшĕн кăна мар, учительсемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн те савăнăçпа хумхану саманчĕ пулса тăчĕ. Ахальтен мар чылайăшĕн пичĕ-куçĕнче йăлтăркка куççуль тумламĕсем палăрчĕç.

Асанкасси вăтам шкулĕнчен кăçал 17 çамрăк вĕренсе тухать. Юлашки шăнкăрав уявне шкул директорĕ Н.И.Чумаков салам сăмахĕсем каласа уçрĕ. Малалла вăл пĕтĕмĕшле аттестацие кĕрекен выпускниксен списокĕпе паллаштарчĕ. Шкул пĕтерекенсене Т.В.Салаева пĕрремĕш вĕрентекен ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Л.Малышева, Е.Яндрова çамрăксене саламларĕç, учительсене тав турĕç. Линейкăра ачасем илемлĕ сăвă-юрă шăрантарчĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика