АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ВĂРЛĂХĂН – ЫРĂ ÇИМĔÇ

24 мая 2008 г.

 

Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕ паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — хисеплĕ те сумлă çыннăмăр Герольд Онуфриевич Ракчеев. Пурăннă пулсан вăл 2008 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ.

80 çул этемлĕх аталанăвĕшĕн — кĕске самант кăна. Уйрăм çын кун-çулĕнче вара пĕлтерĕшлĕ тапхăр: унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсем, çитĕнĕвĕсем халăх умне яр-уççăн тухса тăраççĕ.

Г.О.Ракчеев 1928 çулхи ака уйăхĕнче Йăвашкел ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ-амăшĕ çĕр ĕçченĕсем пулнă, ачисене те çак çуралнă кĕтесе хисеплеме, юратма вĕрентнĕ. Çĕрпÿел тăрăхĕн асамлă вăйне ăша хывса çитĕннĕ Герольд Ракчеев ятлă-сумлă çынсенчен пĕри пулса тăнă.

Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ тантăшĕсенчен нимпе те уйрăлса тăман унăн. Çапах та ытларах пĕлес, вĕренес туртăмĕ вара чăннипех хавхалантарнă.

Ашшĕ — Онуфрий Тихонович Ракчеев — ХХ ĕмĕрĕн 20—30-мĕш çулĕсенче ялти активист пулнă. Комсомол, совет, партипе хуçалăх органĕсенче вăй хунă, каярахпа республикăн çул-йĕр управленийĕнче пĕр уйрăма ертсе пынă. 1936 çул пуçламăшĕнче хастар çамрăк совпарт-шкулта куçăмлă майпа вĕренме тытăнать. Амăшĕ — Анастасия Гавриловна Ракчеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Ядрова) — питĕ ĕçчен, тирпейлĕ, тарават хĕрарăм пулнă. Унăн ашшĕ хут ĕçне лайăх пĕлнĕ, 25 çул ытла страшникре (хальхи милици) ĕçленĕ, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ.

Çамрăклăх çамрăклăхах çав. Çĕнĕ пурнăç илемĕпе малалла талпăнас килет. Халăхпа ĕçлеме пултараслăхĕ ик-сĕлми пулнине шута илсе Онуфрий Тихоновича Шупашкарта ĕç сĕнеççĕ. Çамрăк мăшăр 1936 çулхи утă уйăхĕнче тин çеç 8 çул тултарнă Герăпа тата 6-ри Розăпа тĕп хулана куçса кайма хатĕрленет. Ырă пуласлăха ĕненсе пурăннă шанчăк сасартăк татăлать. Епле-ха апла, кашни утăма ăспа виçсе, чунпа туйса ĕçленĕ Онуфрий Тихоновича айăпсăр çĕртен айăплаççĕ; Çынна, мăшăрĕпе пĕчĕк ачисене усал сăмах та каласа курманскере, «халăх тăшманĕ» туса хураççĕ. «Самани саккăрла çаптаракан» пурнăç йĕркине хирĕç тăма вăй çитереймен çамрăк Онуфрий. Пĕр каçхине ăна арестлеççĕ те Коми АССРĕнчи Ухта хули çывăхне яраççĕ. Çемье мăшăрсăр, ашшĕсĕр тăрса юлать. Хăрушă саманан пĕлте-рĕшне ăнланса çитеймен Наçтаç аппапа пĕчĕк ачасем ашшĕ таврăнасса куç пек кĕтеççĕ. Çук, пĕлмен çав вĕсем ун чухне Онуфрий ĕмĕрлĕхех уйрăлнине. Çамрăк хĕрарăм икĕ ачана ура çине тăратма йывăррине лайăх туять. Курать, чунпа ăнланать Наçтаç аппа: самана йывăрлăхĕ пин-пин ачана ашшĕ-амăшĕсĕр авса хуçрĕ. Чунри йывăрлăха çын çине кăларман нихăçан та амăшĕ. Кулленхи йывăрлăхсем çине те урăхларах пăхма тытăнать вăл. Мăшăрĕ пур чухне вара вĕсене çĕнтерме те çăмăлрахчĕ...

Инкек çине синкек: çăлран шыв ăснă чухне тараса хуçăлса каять те, Наçтаç аппа йывăр аманать. Пĕр вăхăт вырăнпах выртать, ĕçлейми пулать. Герăпа Роза юратăвĕ çамрăк хĕрарăма ура çине тăма пулăшать.

Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ Герăпа Роза. Лаша кÿлсе хиртен кĕлте турттармалла, çум çумламалла, килти хуçалăхра ĕçлемелле... Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмаççĕ ачасем. Текех ашшĕ нихăçан та килмессине чĕрипе туять Гера. Хăйне чăн-чăн арçын пек тытать. Амăшĕ те тĕрекленсе пыракан ывăлĕ сăнпа та, ĕçпе те ашшĕне хывнишĕн савăнать те, хурланать те.

Вăхăт шăвать. Гера шкулта та лайăх вĕренет, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. 1943 çулта вăл 7 класс вĕренсе пĕтерет, малалла вĕренме кайма ĕмĕтленет. Кайма кайĕ-ха, çапах та шухăшĕ чирлĕ амăшĕпе йăмăкĕ çинчех унăн. Епле пурăнкалĕç вĕсем; Вĕренме каяс çутă ĕмĕтне шала пытарса хурать Гера. Вара тăван «Сормово» колхозра ĕçлеме тытăнать. Мĕн салтака кайичченех ти-мĕрçĕре вăй хурать.

1946 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Герольд Онуфриевич Аслă Çĕрпÿел хĕрĕпе Римма Алексеевна Соколовăпа çемье çавăрать. 18 çул та тултарман каччă чирлĕ амăшĕпе çамрăк йăмăкне кăштах та пулин çăмăллăх пултăр тенĕ пуль. Мăшăрĕ Йăвашкел ялĕнче трахсестрара ĕçлеме пуçлать. «Килĕшÿллĕ мăшăр», теççĕ ял çыннисем вĕсене.

1949 çулта Герольдăн салтака кайма ят тухать. Вăл 4 çул Чита хулинче службăра тăрать. Çамрăк салтака тăван ялĕнче юратнă мăшăрĕ, пиллĕке пуснă Коля ывăлĕ чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Йăмăкĕ те Хирти Шăхасан ялне качча тухнă иккен.

Салтакран килсен çамрăк арçынна пăртак та канма памаççĕ. Пĕр вăхăт Герольд «Красный Октябрь» колхозри радиоузелта ĕçлет. Унтан ăна вырăнти комсомол организацине ертсе пыма шанаççĕ. Юн вĕресе тăракан çамрăк кунне-çĕрне пĕлмесĕр, ырми-канми ĕçлет.

Çын хăйĕн пурнăçĕнче пÿрт-çурт çавăрса ывăл çуратсан, йывăç лартсан çĕр çинче ахаль пурăнмасть. Лайăх ăнланать çакна Герольд Онуфриевич. Ашшĕ килĕнчи вучаха сÿнтермелле мар. 1954 çулта çамрăк мăшăр çĕнĕ çурт çавăрать, чаплă сад ĕрчетет.

«Ятлă çынна ял савать»,— тенĕ ватăсем. Хисеплесе, шанăçа тÿрре кăларасса çирĕп ĕненсе ял-йыш Герольд Онуфриевича 1956 çулта Аслă Çĕрпÿел ял Совечĕн депутатне суйлать. Малтан ял Совет секретарĕнче, унтан председателĕнче тăрăшать. Ял çыннисене пулăшу кирлĕ-и е канаш ыйтмалла-и — тÿрех ун патне пыраççĕ. Ăшă сăмахпа, хĕрÿ ĕçпе тивĕçтерет депутат ял çыннисен шанăçне.

Çапла, хĕрÿ ĕçре вăхăт иртни сисĕнмест. Лайăх ăнланать Герольд Онуфриевич: вăл çынсемшĕн ырă ĕç тăвать. Кун пеккине халăх манăçа хăвармасть. 1960 çулта савăнăçлă хыпар çитет: «...хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн Г.О.Ракчеева РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине парса чыслас...» Ку РСФСР шайĕнчи чи пысăк награда пулнă.

Çамрăклах пысăк ĕçре пиçĕхет Г.О. Ракчеев. 1961 çулта «Красный Октябрь» колхоз ĕçченĕсем ăна хуçалăха ертсе пыма шанаççĕ. Пысăк ĕмĕтсемпе хавхаланса, чун-чĕре хăватне çĕклесе çĕнĕ ĕçе пуçăнать. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыччăр тесен кашни ĕççыннин шухăшĕпе пĕр килмелле. Сăмахпа шантарнипе çеç ĕç тума çуккине ăнланать председатель. Пурин валли те чун ăшшине тупма тăрăшать вăл. Çакăншăн хисепленĕ те Г.О.Ракчеева ял çыннисем. Çĕнĕрен те çĕнĕ технологи пурнăçа пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынине те курать. Кунта вара малалла вĕренни кирлине ăнланать. 1962 çулта Г.О.Ракчеев Шупашкара совпартшкула вĕренме каять. Вĕренсе тухсан 1965—1970 çулсенче парти райкомĕнче тата ял хуçалăх управлени-йĕнче ĕçлет.

Кайăк çуначĕ вĕçевре тĕрекленет. Колхоз экономикине малалла аталантарассишĕн пынă кĕрешÿре пултаруллă ертÿçĕ çитĕнет. 1973 çулта Г.О.Ракчеева тепĕр хут Аслă Çĕрпÿел ял Совечĕн председательне суйлаççĕ. Ăна темиçе хутчен те район Совечĕн депутачĕ пулма шанаççĕ. Ял Совечĕпе «Красный Октябрь» колхоз правленийĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. В.А.Арсентьев, Н.А.Козлов, Т.П.Казаков, В.И.Белинов, В.Н.Акчурин, В.Ф.Григорьев, Л.Н.Акчурин, Г.О.Ракчеев — «Красный Октябрь» вăйлă аталаннă хуçалăх пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă çынсем. Йывăрлăх умĕнче пуçа усман вĕсем. Чĕре çапла тума хушман.

Мирлĕ ĕç фронтĕнче çĕнсе илнĕ грамотăсем, Тав хучĕсем, орденсемпе медальсем мĕн чухлĕ тата! Çук, нихăçан та чап шыраман Герольд Онуфриевич пурнăçра, ăна вăл хăй шыраса тупнă. Кĕтмен те, ĕмĕтленмен те, асра та тытман. Ки-лĕнче типтерлĕ упранакан грамотисене тыта-тыта пăхатăп. Комсомольски парти райкомĕн тата райĕçтăвкомĕн Хисеп грамоти, 1978 çулта КПСС Чăваш обкомĕн тата Министрсен Совечĕн Хисеп грамоти, 1975 тата 1984 çулсенче илме тивĕçлĕ пулнă «Хисеп Палли» орденсем...

Çур ăшшинче тĕнче чĕрĕлнĕ пек, Г.О.Ракчеев ял Совет председателĕнче ĕçленĕ чухне колхоз ĕçченĕсен пурнăçĕ чылай улшăнать. 1977 çулта ял Советне Чăваш АССР Министрсен Совечĕн тата республикăри профсоюзсен совечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне тата çăмăл автомашина парса чыслаççĕ. 1983—84 çулсенче Аслă Çĕрпÿел ял Совечĕ республикăри социализмлă ăмăртура 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман çакă.

Герольд Онуфриевичпа Римма Алексеевна 4 ывăл çуратса ÿстернĕ. Ашшĕ-амăшĕнченех куçать пулĕ ачисене ыр кăмăллăх туйăмĕ. Çитĕнсе çитсе тымар яма та ĕлкĕрнĕ пурте, тăван килтен вĕçсе саланнă. Пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ панă.

Аслă ывăлĕ, Николай, тăван колхозра шоферта, бригадирта чылай хушă ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Кĕçĕн Çĕрпÿел кирпĕч заводĕнче вăй хунă. 5 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Геннадий Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн тĕп агрономра, унтан комсомол райкомĕн иккĕмĕш секрета-рĕнче, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн заместителĕнче тăрăшрĕ. 1990 çултанпа — ял Совет председателĕ, ял администрацийĕн, 2006 çултанпа — Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Ашшĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсать. Мăшăрĕпе, Руфина Яковлевнăпа, 3 хĕр çитĕнтернĕ, вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ.

Виççĕмĕш ывăлĕ, Владимир, Саратоври милици шкулне пĕтернĕ. Пĕр хушă Патшалăх автоинспекцийĕнче ĕçлет. Аслă пĕлÿллĕ экономист. 1999 çултанпа «Доркомсервис» предприятире пуçлăх çумĕнче тăрăшать. Икĕ ывăл ÿсет.

Кĕçĕнни, Сергей, Шупашкарта 1985 çултанпа Шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ.

Ватăлмалăх кунĕсенче ачисен телейĕпе савăнса пурăнмаллаччĕ. Çитĕнсе çитнĕ юман кĕреш пек ачисем çине пăхса хĕпĕртемелли, мăнаçланмалли пулнах çав Римма Алексеевнăпа Ге-рольд Онуфриевич Ракчеевсен. Ăшра шутланă та, çын умĕнче мухтанман. Йăли пулман.

1986 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăтмалла мар пысăк хуйхă килсе çапрĕ Ракчеевсен çемйине. Çул çинчи хăрушă инкекре Г.О.Ракчеев, унăн кинĕ Аслă Çÿрпÿел ача сачĕн завхозĕ Валентина Васильевна, Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн директорĕ Г.А.Емельянов сарăмсăр вилчĕç. Хуйха-суйха епле чăтнă-ши мăшăрĕ, ачисем; Тÿрленмен, пирчемен суран çук, теççĕ. Вăхăт темле йывăр хуйха та киветет. Çапах манаймастăн ăна. Мăшăрĕ çинчен аса илсен Римма аппа нÿрленнĕ пит-куçне саппун аркипе шăлса илчĕ. 40 çул ытла пĕрле пурăннă, хуйха-суйха, йывăрлăха, савăнăçа пĕрле пайланă мăшăрне хăй çĕре кĕриччен те манаймасть ватă çын. Çак хĕрарăмăн пичĕ çинчи кашни пĕркеленчĕк, вăхăтсăр шуралнă кĕмĕл çÿçĕ вăл мĕн тери хуйхă тÿссе ирттернине палăртать. Вăрăм ĕмĕр ĕмĕрлеме Турă сывлăх патăр сире, Римма аппа.

1988 çулта Герольд Онуфриевичăн ашшĕн таса ятне тавăрнă. Шел, ăна пĕлеймерĕ ывăлĕ.

Мухтав çыннăмăрăн Г.О.Ракчеевăн ырă ячĕ пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пыни унăн сумĕ, чысĕ пысăк пулнине пĕлтерет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика