24 мая 2008 г.
Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан А.Жумаканов кăçалхи март уйăхĕн варринче Патăрьелне районсем хушшинчи следстви уйрăмне суд приставĕсен районти пайĕн приставĕ М.М.Павлова саккуна пăснă тесе çăхав çитерет.
Тĕрĕслев хыççăн çакă палăрчĕ: 2007 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче А.Жумакановран алимент шыраса илсе арăмĕ пулнă С.Александрова ячĕпе укçа куçармалла тесе йышăннă. Арçын алиментран пăрăнать тесе ун пирки шырава пĕлтернĕ. Тепĕр çулталăкран А.Жумаканов хăех тупăннă та парăмне татма шутланă. Çак тĕллевпе вăл М.Павлова пристава укçа панă. Çав кунах арçын çăхав çырнă. Унта кăтартнă тăрăх, М.Павлова саккуна пăсса унран 500 тенкĕ ытлашши илнĕ. А.Ксенофонтов следователь ĕçе тĕпчеме пикениччен А.Жумаканова тĕрĕссине калама ыйтнă. Суя кăтартусемшĕн уголовлă майпа явап тыттарасси çинчен аса илтернĕ. Алимент тÿлекен çавăнтах хăйĕн айăплавне пăрахăçланă. Укçа шутланă чух хам аташрăм тесе хăйне тÿрре кăларма пикеннĕ.
Халĕ вара çак «йăнăшшăн», М.Павлова приставăн таса ятне вараланăшăн хăйĕн явап тытма тивмест-ши;
Источник: "Каçал Ен"