АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯВАП ТЫТТАРАÇÇĔ

24 мая 2008 г.

 

Салтак тумĕ тăхăнса хĕсметре тăрасси — кашни арçыннăн тивĕçĕ. Анчах та çара каясран хăракан çамрăксем те пулаççĕ.

Хĕсметрен сăлтавсăрах пăрăнакансене РФ УК 328 статйипе килĕшÿллĕн 200 пин тенкĕ таран штраф параççĕ е 18 уйăхри (тата ытти тупăшран та) ĕç укçине тытса юлаççĕ. Çавăн пекех 3 уйăхран пуçласа 6 уйăх таран арестлеме пултараççĕ. 2 çул ирĕклĕхсĕр хăвармалли йĕрке те пур.

Уголовлă айăплава 18 çул тултарнă яшсем кĕреççĕ. Енчен те каччăсем повестка илнĕ хыççăн чĕннĕ çĕре сăлтавсăрах пымасан çар комиссариачĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пултарать.

Призывник чирлесе ÿкни е суранланни, ашшĕ-амăшĕ е мăшăрĕ, ачи, пĕр тăванĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ вилни чĕннĕ çĕре пырайманнин сăлтавĕсен шутне кĕреççĕ.

Служба вăхăтĕнче вара хăй ирĕкĕпе салтак чаçрен ниçта та тухма пултараймасть. Йĕркене пăссан кунта та айăплавăн хăйĕн йĕрки пур.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çамрăксем çар службинче 12 уйăх пулаççĕ. Çакă вара вăрăм тапхăр тесе калаймăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика