24 мая 2008 г.
Пурнăç, вилĕм пĕрле тĕл пулсан,
Пĕр-пĕринпе çапăçу пуçласан
Çĕр çывăрмасть шур халатлă ĕçчен,
Вилĕмпеле кĕрешет мĕн ирччен...
Наташа МЕДВЕДЕВА,
ЧПУ студентки.
Çакăн пек йĕркесемпе пуçланать пултаруллă хĕрĕн «Шур халатлă çынсем» сăвви. Ăна вăл район больницинчи хирурги уйрăмĕнче ĕçлекенсене халалланă, вĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕплĕн сăнланă. Хирурги уйрăмĕ... Чăнах та сипленекенсенчен чылайăшĕ пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрать. Кунта лексен кăна çут тĕнче мĕн тери илемлине, пурнăç епле хаклине чун-чĕрепе туйса илетĕн, çынсене ытларах ăнланма пуçлатăн. Чир-чĕрпе халран кайнисем, мĕнле те пулин инкеке пула йывăр суранланнисем, кĕтмен çĕртен йывăр чир вăйлах çапса сулăнтарса янисем пĕртен-пĕр хирургра кăна шанчăк шыраççĕ. Сире вăл çеç пулăшма, хăрушă вилĕм аллинчен туртса илме пултарать.
Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансен шанчăкĕ... Вуншар мăшăр куç çын çине тинкерет. «Тархасшăн çăл мана»,— тет. Владислав Викторович Максимов хирургăн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ пулнă вĕсем. Вăл пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама тăрăшать, шанчăка çухатнисене малалла талпăнма, чир-чĕрпе кĕрешме вăй-хал парать. Ку уйрăмран сывалса тухасси пĕр хирургран, кунта ырми-канми вăй хуракансенчен кăна мар, чирлĕ çынран хăйĕнчен те чылай килет-çке.
Районти хирурги уйрăмĕн заведующийĕн В.В.Максимовăн ылтăн аллисем вуншар çынна пурнăç парнеленĕ. Çак ĕçре ăна ывăлĕ, ашшĕн çулĕпе кайнă Эдуард, В.А.Козлов хирург, кунта тăрăшакан медсестрасемпе ытти ĕçченсем питех те нумай пулăшаççĕ. Акă, нумаях пулмасть уйрăма кĕтмен çĕртен йывăр чирлесе ÿкнĕ 50 çулсенчи арçынна васкавлă пулăшу машинипех илсе килчĕç. Çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслесен, тĕрлĕ анализсем тусан, вĕсене тĕплĕн тишкерсен ăна çийĕнчех, пĕр тăхтаса тăмасăр операци тумалли паллă пулчĕ. «Хырăмлăх ай парĕсем çав тери вăйлă шыçăннă, пÿрленнĕ. Малалла мĕн пулать, хам та пĕлместĕп, унăн пурнăçĕ пирĕн алăра»,— терĕ Владислав Викторович шурă халатлă ĕçченсене.
Эдуард Владиславович, Валерий Анатольевич хирургсем, аслă сестра Людмила Владимирова, Ольга Мясникова тата ытти медсестрасем те йывăр операцие хатĕрленчĕç. Çак ĕç 4—5 сехете тăсăлчĕ. Ăста хирургăн пурне те пĕлекен, чухлакан çепĕç аллисем хырăма касса уçсан ытти кĕтмен кăткăслăх та куç умне тухрĕ. Пÿр нумай, вăл ытти органсене те сиенлеме пултарать. Хирургсемпе медработниксем пациента çăлас тесе мĕнпур вăйран тăрăшрĕç. Владислав Викторовичăн пит-куçне тар пĕрчисем тапса тухрĕç. Унăн кашни çеккунт, минут шутра, аллисенче инструментсем. Медсестра хирург пит-куçне шурă тутăрпа шăлса илчĕ, ĕç малалла тăсăлчĕ. Чирлĕ çыннăн чĕри япăх тапрĕ, ытти йывăрлăх та сиксе тухрĕ. Тĕп хулари больницăсенче вуншар тĕрлĕ вĕр-çĕн, хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан медхатĕрсем, аппаратура пур. Районсенче вара, шел пулин те, вĕсемсĕрех ĕçлемелле. Апла пулин те Владислав Викторович чирлĕ çынна «вилĕм аллинчен туртса илес» тесе хăйĕнчен мĕн килнине пурне те турĕ. «Пулчĕ. Халĕ реанимаци уйрăмне илсе кайăр»,— терĕ.
Чирлĕ çын майĕпен вăй илсех пычĕ. Малалла хирурги уйрăмĕнче выртрĕ. Галина Краснова, Людмила Шумилкина, Татьяна Миговорова операци сестрисем, Зоя Белкова, Лариса Крымова, Светлана Сереброва, Эльвира Галкина медсестрасем пациента лайăх пăхрĕç, кирлĕ процедурăсене вăхăтра туса пычĕç. Галина Орешкина кулленех сурансене тĕплĕн тасатса, çыхса тăчĕ. Галина Дмитриева, Рената Киселева, Людмила Петрова, Лариса Платонова медсестрасем те арçыннăн сывлăхĕшĕн нумай тăрăшрĕç. Галина Кузьмина сестра-хозяйка, Галина Алякина, Елена Сергеева, Татьяна Кольцова, Инна Зайцева, Надя Краснова, Лилия Алиуллина, Надя Яковлева, Тамара Беляева, Алена Тихонова санитаркăсем — хирурги уйрăмĕн мĕн пур коллективĕ пациента ура çине тăратас тесе çине тăчĕç. «Хирурги, реанимаци уйрăмĕсенче ĕçлекенсене мана сыватнăшăн тавтапуç»,— тет халь арçын йăл-йăл кулса.
Манăн вулакансене тепĕр пациентпа та паллаштарас килет. Хăшпĕр сăлтавсене пула унăн хушаматне те кăтартмăпăр. Ăна район центрĕнче пурăнакансем унсăрах палласа илеççĕ. 30 çулсенчи чипер те илĕртÿллĕ арăмне упăшки кĕвĕçсе асар-писер пуртăпа касса суранлатса пĕтернĕччĕ. Чылай юн юхтарса халран кайнăскере, шанчăка çухатнăскере пурнăç парнелес тесе нумай тăрăшрĕç хирурги уйрăмĕнче ĕçлекенсем. «Эпĕ Э.В.Максимов хирург пултарулăхĕ умĕнче пуçăма таятăп, унăн ăшă аллисене чуп тăватăп. Эпĕ каллех хĕрĕмпе ывăлăма ачашшăн çупăрлама, вĕсене янкăр куçĕсенчен тинкерме пултарнишĕн сире тав тăватăп. Хирурги уйрăмĕнче ĕçлекенсем, эсир мана пурнăç парнелерĕр!..»
Уйрăмри сĕнÿсен кĕнекинчи йĕркесене татах тишкерер-ха. «Хаклă Владислав Викторович, хăвăр пекех ăшă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, чирлĕ çынна хĕрхенсе тыткалакан алăллă ывăл çитĕнтерсе, хăвăр çулпа кайма вĕрентнишĕн сире тав тăватăп. Эсир пĕлсе ертсе пыракан уйрăмри медсестрасемпе санитаркăсем пире, ватăсене, эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхисемпе, ăшă кăмăлĕпе те сыватаççĕ. Çакăншăн сире пурне те тайма пуç»,— тесе çырать ĕç ветеранĕ А.Груздева. Çавăн пекех З.Шарафутдинова, М.Шайдуллина, Е.Атласкина, Ф.Зарипов, О.Вишнева, Г.Андреева тата ытти нумай çын. В.В.Максимов, Э.В.Максимов, В.А.Козлов хирургсемпе ытти шур халатлă ĕçченсене хăйсене пурнăç парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав тăваççĕ.
«Пурнăç пурăнасси — уй урлă каçасси мар»,— теççĕ халăхра. Унта темĕн те тĕл пулать. Чипер, йĕркеллĕ пурăннă çĕртех, йывăр чир пусăхлани те тĕл пулать. Нумаях пулмасть мана та пурнăçпа вилĕм хушшинче тăма тÿр килчĕ. В.В.Максимов хирург республика больницине вăхăтра ăсатрĕ. Кайран Валерий Анатольевич хирург, сурана пăхса, çыхса тăракан медсестрасем сиплев курсĕ хăвăрт ирттĕр тесе нумай тăрăшрĕç. Эпĕ вĕсене пурне те чун-чĕререн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.
Çакна та каласа хăварас килет. Ирина Васильевнăпа Владислав Викторович Максимовсен кĕçĕн ывăлĕ Станислав Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Мăшăрĕпе тĕп хулара, Мускавра, ĕçлесе пурăнаççĕ. Ирина Васильевна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене биологи тата хими предмечĕсене вĕрентет. Ăна коллективра хисеплеççĕ, ачасем юратаççĕ. Владислав Викторович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, 1-мĕш категориллĕ хирург, ĕç ветеранĕ. Сывлăх хуралĕнче 30 çул тăрăшать, 20 çул ытла хирурги уйрăмĕн коллективне ертсе пырать.
Владислав Викторович — сад ăсти те. Вĕсен пахчинче мĕнле кăна йывăç ÿсмест-ши! Акă, паян та вăл ĕç кунĕ хыççăн сад пахчине тухрĕ. Шурă шупăр пĕркеннĕ чиесемпе сливăсем, панулми йывăççисем патĕнче йĕрке турĕ. Мăшăрĕ вуншар тĕрлĕ çеçке çурнă йăрансем çинче тăрăшрĕ. Вĕсен пахчи — чи хитри. Иртен-çÿренсене куç тулли илемпе савăнтарать, хуçисем пекех пурне те ырă кăмăл парнелет, пурăнма вăй-хăват хушать.
Мăшăрĕн сывлăхне упраса хăварнă çын пирки Комсомольски ялĕнче пурăнакан Н.А.Чернова ăшă кăмăлтан салам сăмахĕсем çырнă. Вăй хайланă сăвва пичетлетпĕр.
Чи сумлă сăмах —хирург,
Чи янравлă сăмах — хирург.
Чи паллă вырăн — хирурги уйрăмĕ.
Чи шанчăклă алă — хирургăн алли.
Эсир, хирургсем, шур халатлă çынсем,
Пурнăçра пултаруллă та паллă çынсем.
Кирек мĕнле йывăрлăхра та
Çын пурнăçне çăлса хăваракансем.
Хирургсем — пысăк хисепе
тивĕçлĕ çынсем,
Халăх хушшинче сăваплă çынсем.
Çирĕп кăмăллă, ырă чунлă çынсем.
Яланах пулăшма хатĕр вĕсем.
Сирĕн ĕç пек йывăр ĕç те çук.
Парăнмастăр йывăрлăхсене.
Тупа тунă сăмаха асра тытса
Талпăнатăр шав малалла.
Тав сире чунтан, чĕререн.
Манмастпăр сире эпир нихăçан.
Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунса
Саламлатпăр сире чĕререн.
Çак кунсенче Владислав Викторович юбилей кĕрекине ларать. Çавна май ăна вăл сипленĕ пациентсем, район çыннисем ăшă кăмăлпа саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"