24 мая 2008 г.
1921 çулсенче Йăлмахва ялĕнче вулав çурчĕ уçăлнă. 1948 çулта унтв Василий Николаевич Чаржов ĕçленĕ.
Вулав çуртĕнче пĕрремĕш инвентарь кĕнекине уçса çыраканĕ Иван Дмитриевич Дмитриев пулнă. Вăл 1951—1959 çулсенче заведующи пулса ĕçленĕ.
1968 çулта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă хĕре, Зинаида Николаевна Григорьевăна, Йăлмахва библиотекине ĕçлеме яраççĕ.
«Кивĕ йывăç çуртчĕ, картлашкисем çĕрнĕччĕ, сăрламан урайччĕ, маччинчен тăпра юхатчĕ, кăмака хутсан та çурчĕ ăшăнмастчĕ»,— аса илет Зинаида Николаевна. Вăл ял халăхĕ библиотекăна çÿретĕр тесе чылай вăй хунă. Нумай-нумай стендсем, кĕнеке выставкисем хатĕрленĕ.
1968— 2005 çулсенче Йăлмахвари библиотека темиçе хутчен те «Районти чи лайăх библиотека» ята тивĕç пулнă. Çакăнта Зинаида Николаевнăн тÿпи пысăк, шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вăл спектакльсенче те вылянă.
Хисеп грамотисем, дипломсем илме тивĕç пулнă.
«Ĕçчен çынна ял савать»,— тенĕ ваттисем. Зинаида Николаевна ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри. Тивĕçлĕ канура пулсан та, чунĕ унăн яланах кĕнекесемпе пĕрле. Библиотекăра иртекен мероприятисене те хутшăнать, кулленхи ĕçре те пулăшать. Çавăн пекех вăл ялти ветерансен совечĕн председателĕн ĕçне йĕркелесе пыма та вăхăт тупать.
Ветеран ялта модельлĕ библиотека пурришĕн чунтан савăнать. Вулакансемпе ĕçлеме çăмăлрах пулнине палăртать. Тĕслĕх библиотеки тĕрлĕ енлĕ информаципе, кĕнеке выставкисемпе, стендсемпе пуян.
Библиотекăпа яланах туслă пулăр. «Кĕнеке— пĕлÿ çăлкуçĕ» тесе ахальтен каламан пулĕ. Кĕнеке вĕренÿре те, ĕçре те, канура та яланах кирлĕ. Унпа туслашни, ăна вулани ăс-тăна пуянлатать.
Библиотека алăкĕ кĕнеке тусĕсемшĕн яланах уçă.
Источник: "Каçал Ен"