АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФОНД ПУЯН

24 мая 2008 г.

 

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре библиотекăсен уявĕ. Апла пулсассăн Аслă Çĕрпÿел ялĕн модельлĕ библиотекипе паллаштарни те вырăнлă пулĕ. Библиотека ялти халăхшăн культура центрĕн пĕр пайĕ тесе калас килет. Кунта çÿрекенсен йышĕ те çулран-çул ÿссе пырать. Кĕнеке фончĕ те пуян.Тĕрлĕ хаçат-журналпа та паллашма май пур. Кунта илемлĕ те хăтлă. Компьютер, телевизор тата ытти техника пурри те çынсене савăнтарать. Халĕ библиотекăра хăвна мĕн кирлине часах тупма пулать. Интернетпа çыхăнни те ял халăхĕшĕн калама çук пысăк пулăшу. Кунта аслисем те, вĕренекенсем те тĕрлĕ информаци илме пултараççĕ. Тĕрлĕ выставка йĕркелени те библиотекăна илем кÿрет. Хăтлă та илемлĕ библиотекăра чылай çул Галина Викторовна Любимова вăй хурать. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çынна ял халăхĕ хисеплет. Вăл кĕнеке фондне пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлет. Хăть мĕнле кĕнекене те хăвăрт тупса парать. Вĕренекенсене те тĕрлĕ ĕç, реферат çырма, компью- терпа ĕçлеме пулăшать. Хам та библиотекăпа туслă. Мăшăрăм илемлĕ литература вулама кăмăллать, ывăлпа хĕр те унта час-часах пулаççĕ.

Галина Викторовна нихăçан та пушă лармасть. Тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Вĕренекенсемпе учительсене те явăçтарать. Пĕрле туслă пурăннине мĕн çиттĕр. Малашне те ялти библиотека аталансах, пуянлансах пытăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика