АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĕЛÿ ТĔНЧИ – БИБЛИОТЕКА

24 мая 2008 г.

 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1995 çулта майăн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Библиотекăсен кунне уявлама тытăннă. Районта та ăна анлăн паллă тăваççĕ. Çак уяв — библиотека ĕçченĕсемшĕн те тĕп самантсенчен пĕри. Районти вулавăшсем мĕнле пурăнаççĕ-ха; Вĕсен ĕçĕпе паллашас тесе районти тĕп библиотека директорĕпе Мария Васильевна Мокеевăпа тĕл пултăм.

— Мария Васильевна, библиотека ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Мĕнлерех аталанатăр эсир?

— Ĕлĕкех пирĕн тăрăхра вулавăшсем йышлă пулнă. Ун чухнех культура учрежденийĕсем аталаннă. Çынсем те кĕнекесемпе туслă пулнине палăртма кăмăллă. Паянхи кун районта 24 библиотека ĕçлет: вĕсенчен — 20 модельлĕ, 4 библиотека пункчĕсем. Вулавăшсенче хăйсене шанса панă ĕçе 34 ĕçчен тивĕçлĕн пурнăçлать. Модельлĕ библиотекăсенче паянхи куна тивĕçтерекен техника пур. Унта çÿрекенсем компьютерпа анлăн усă кураççĕ, ачасем те мультфильм курса киленеççĕ. Интернетпа усă курма пултарни те чăн-чăн савăнăç. Ялта пурăнакансемшĕн çакă калама çук пысăк пулăшу. Уншăн паллах тав сăмахĕ калаççĕ.

— Кĕнеке фончĕ те пуян пулĕ7

— Çапла, районĕпе пурĕ 259 пин те 212 документ шутланать. Вĕсенчен 256 пин те 283-шĕ — кĕнекесем, 2284 электронлă документ, 645-шĕ — аудиовизуаллă документ. Кашни çулах фонд пуянлансах пырать. Тĕслĕхрен, 2007 çулта 8448 документ килнĕ, вĕсенчен — 7095 кĕнеке. Чăвашла-тутарла изданисемпе те пуян фонд. Уйрăм çынсем кĕнеке парнелени те савăнтарать. Районта пурăнакансем тĕрлĕ акцисене хутшăнаççĕ. Кăçал илемлĕ литература, тĕн кĕнекисене парнелекенсем чылайăн пулчĕç, шкул ачисем те маттур.

— Библиотекарьсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Мероприятисем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ-и?

— Библиотекарьсем халăхпа, ачасемпе тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ. Уявсем, акцисем йĕркелеççĕ. Ырă ĕçсен, Çемье çулталăкне халалласа нумай мероприяти ирттертĕмĕр, малашлăха та плансем пысăк. Ача-пăча уйрăмĕнчи ĕçченсем вĕренекенсемпе туслă пурăнаççĕ. Час-часах уçă уроксем те библиотекăрах йĕркелетпĕр. Туслă, тачă çыхăнура пурăннине нимĕн те çитмест. Эпир вара вулакансемпе ĕçлеме, тĕл пулма, канашлама яланах хавас. Кĕнекепе мĕн ачаранах туслашма чĕнсе калас килет.

— Маттур та хастар, хăйĕн ĕçне пĕлсе тăвакан библиотекарьсем те сахал мар пулĕ?

— Районти библиотекăсенче маттур çынсем вăй хунă та, хураççĕ тесе çирĕплетсех калатăп, вĕсенчен нумайăшĕ чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. А.А.Грибоедова (Хырай Ĕнел), Г.Ф.Тяканова (Комсомольски), А.Н.Герасимова (Йÿç Шăхаль), В.Е.Викторова (Шурут), А.М.Казакова (Хирти Выçли), О.М.Иванова (Аслă Чурачăк) чăннипех те ĕçре пултарулăхпа палăрнă. Вĕсем пирĕнпе тачă çыхăнура, сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмеççĕ. Халĕ ĕçлекен библиотекарьсене те палăртса хăварас килет. Е.А.Николаева (Аслă Чурачăк), В.П.Толокнова (Тукай), В.Г.Портнова (Тăманлă Выçли), Г.В.Любимова (Аслă Çĕрпÿел), Е.П.Волкова (Нĕркеç), О.В.Александрова (Хирти Сĕнтĕр), А.Г.Ефремова (Йăлмахва), В.Г.Боровкова, В.Т.Яковлева, А.А.Волкова (Комсомольски) чылайранпа библиотекăра ĕçлеççĕ. 2007 çулхи пĕтĕмлетÿсемпе Урмаел модельлĕ библиотеки “Чи лайăх библиотека” ята тивĕçрĕ. Д.М.Чумарова ĕçчен çак ята çĕнсе илессишĕн сахал мар тăрăшнă.

Библиотекăна илемлетес, çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес, тĕрлĕ выставкăсем йĕркелес ĕçре пирĕн ĕçченсем яланах маттур. Унпа пĕрлех вĕсем компьютерпа ĕçлессине алла илнĕ. Тĕрлĕ презентацисем, буклетсем те хатĕрлеççĕ.

— Нумайăшĕ библиотекăна хаçат-журналпа паллашма çÿрет. Çын ыйтакан кирлĕ периодика изданийĕсене çырăнса илме май пур-и?

— Библиотекăра хаçат-журналсăр май çук. Пултарнă таран ытларах çырăнса илме тăрăшатпăр. Вăтамран районĕпе 200 экземпляр çырăннă. Кашни библиотекăрах — 11—12 экземпляр хаçат-журнал.

— Библиотекăна халăх йышлă çÿрет-и?

— Кĕнеке тусĕсем йышлă пулнине палăртма кăмăллă. Районти тĕп библиотекăна кунне вăтамран 70—100 çын çÿрет, ялсенче сахалрах — 25-30 çын. Ачасем кĕнекесемпе туслă. Хăш-пĕрисем çемйипех библиотекăна çÿреççĕ. Эпир вара вулакансене яланах хавас. Кирлĕ литературăпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Библиотекăна çÿрекенсем компьютерпа ĕçлеме, Интернетпа çыхăнма пултараççĕ. Вулакансен ыйтăвне тивĕçтерме пĕтĕм услови çителĕклĕ.

Кĕнеке тĕнчи — библиотека. Унпа туслашасчĕ. Çулсем, ĕмĕрсем иртĕç, пурнăç, халăх йăли-йĕрки улшăнĕ, анчах кĕнекерен хакли, ăсли пулас çук. Унра — этемлĕх аталанăвĕн историйĕ, кун-çулĕ. Çакна пурте асра тытасса шанатăп. Пурне те Библиотека кунĕ ячĕпе саламлатăп, ăнăçу сунатăп.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика